Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. В. Федоров Республикăн Патшалӑх Канашне нумаях пулмастъ янӑ 'Чӑваш Ен: пуласлӑхри тата пуласлӑх валли" Ҫырӑва тулли кăмӑлпа итлерӗм. Николай Васильевич чӑваш халӑхӗ 2009 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗле кӗскен те уҫӑмлӑн пӗтӗмлетрӗ, ытларах малашлӑхри тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Малалла ӑнтӑлса ӗҫлеме хистекен ку документ пирӗн район ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май çапла каланӑ пулӑттӑм: Ҫӗнӗ 2010 ҫула эпир те, трак енсем, мӗн пур чӑвашпа пӗрле çӗнӗ те ырӑ, хаваслӑ та курӑмлӑ туйӑмсемпе кӗретпӗр. Ав, иртнӗ ҫул та тӑван район аталанӑвӗн хӑватне ÿстерес ӗмӗт-тӗллевпе вӑй хунӑран усӗмсем туптама пултартӑмӑр. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗнче реконструкцилесе тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн Йӗпрем фермине ҫӗнӗ сӑн кӗчӗ. Ун умӗн ку евӗр улшӑнусем Яманакри сӗт-ҫу ферминче те вырӑн тупрӗҫ. Районӗпе 2008 ҫулхинчен тӗш тырӑ — 1600, ҫӗр улми 1490 тонна ытларах алла илтӗмӗр. Тӗш тырӑ кашни гектартан вӑтамран бункер виҫипе — 23,9, ҫӗр улми 206
...
Малалла вула »