"Райпо канашне 8,5 çул ертсе пыратăп. Сутуçăсен династийĕнчен эпĕ, - тет Альбина Ильинична. - Асатте катка-пичке туса сутнă. Аннен пĕр пиччĕшĕ 20 çул лавккара тăрăшнă, тепри райпо председателĕ пулнă. Çемьере улттăн çитĕнтĕмĕр. Тăваттăн пурнăçа суту-илÿпе çыхăнтартăмăр. Хĕрĕм Людмила - райпо тытăмĕнче, общество апатланăвĕн предприятийĕн ертÿçи”.
А.Дмитриева - Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Раççей потребкооперацине аталантарма хывнă тÿпешĕн” ордена тивĕçнĕ. Пĕлтĕрхи çитĕнÿсемпе малашлăх тĕллевĕсем çинчен каласа парать Альбина Ильинична.
Иртнĕ çул çăмăл килмерĕ. Тĕнчене кисретнĕ кризис пире те витĕм кÿчĕ, çапах та çапсах хуçаймарĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме пурнăç хистерĕ, хамăр ĕçе кĕске хушăрах çĕнĕлле йĕркелеме тиврĕ. Унсăрăн май çук: пирĕн аталану халăх тупăшĕпе çыхăннă. Çынсен укçи-тенки сахалланнипе суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе çĕнĕ майсем шырама пикентĕмĕр. Поставщиксемпе ытларах ĕçлеме тытăнт
...
Малалла вула »