"Райпо канашне 8,5 çул ертсе пыратăп. Сутуçăсен династийĕнчен эпĕ, - тет Альбина Ильинична. - Асатте катка-пичке туса сутнă. Аннен пĕр пиччĕшĕ 20 çул лавккара тăрăшнă, тепри райпо председателĕ пулнă. Çемьере улттăн çитĕнтĕмĕр. Тăваттăн пурнăçа суту-илÿпе çыхăнтартăмăр. Хĕрĕм Людмила - райпо тытăмĕнче, общество апатланăвĕн предприятийĕн ертÿçи”.
А.Дмитриева - Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Раççей потребкооперацине аталантарма хывнă тÿпешĕн” ордена тивĕçнĕ. Пĕлтĕрхи çитĕнÿсемпе малашлăх тĕллевĕсем çинчен каласа парать Альбина Ильинична.
Иртнĕ çул çăмăл килмерĕ. Тĕнчене кисретнĕ кризис пире те витĕм кÿчĕ, çапах та çапсах хуçаймарĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме пурнăç хистерĕ, хамăр ĕçе кĕске хушăрах çĕнĕлле йĕркелеме тиврĕ. Унсăрăн май çук: пирĕн аталану халăх тупăшĕпе çыхăннă. Çынсен укçи-тенки сахалланнипе суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе çĕнĕ майсем шырама пикентĕмĕр. Поставщиксемпе ытларах ĕçлеме тытăнтăмăр, тавара йÿнĕрех хакпа парса тăма сĕнтĕмĕр.
Тавар çаврăнăш планне малтанхинчен 15 процент ÿстертĕмĕр. Финанс тăнăçлăхĕпе республикăра ытти райпо хушшинче кăтартулли шутланатпăр. Çакăнта райпо канашĕн çумĕ, суту-илÿре 20 çул ытла тăрăшса пуян опыт пухнă Зоя Артемьева, сумлă тÿпе хывнă. Пуçарулăхĕ пысăк, хавхаланăвĕ иксĕлми унăн.
Общество апатланăвĕн столовăйĕсемпе пĕрле илсен, суту-илĕвĕн 62 вырăнĕ шутланать, 44-шĕ ялсенче /тĕрĕссипе, вĕсенчен çурри услам кÿреймест/.
Малаллах талпăнатпăр. Столовăйсемпе кафесене тĕпрен юсарăмăр, энерги перекетлекен оборудовани вырнаçтартăмăр. Общество апатланăвĕн предприятине çамрăк специалист Людмила Бардасова пуçаруллă ертсе пынипе производство малалла аталанать, çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхать. Çынсен кăмăлне тĕпе хурса çурма фабрикатсем кăларма тытăнчĕç вĕсем. Аш, пулă, сĕт юр-варĕнчен апат хатĕрлесси юлашки вăхăтра 2-3 хут ÿсрĕ. Пулă тăварлакан тата ăна прессервăлакан цех уçрăмăр. Сентре çине сертификациленĕ 20 тĕрлĕ çимĕçе уйăхсерен икшер тонна ытла кăларатпăр.
Людмила Соколова ертсе пыракан çăкăр комбиначĕн çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Туслă йыш ассортимента пуянлатсах, пахалăха ÿстерсех тăрать. Çакăнта, паллах, Елена Сидорова технологăн, производство ертÿçин Елена Карзаковăн тÿпи пысăк. Паян комбинат 50 тĕрлĕ продукци кăларать, чылайăшне Шупашкара та ăсататпăр.
Пурлăхпа техника никĕсне тĕреклететпĕр, кăçал çак тĕллевпе 6 млн тенкĕ тăкакларăмăр. Çулленех ялсенчи 10 лавккана тĕпрен юсатпăр, кăткăс оборудованипе пуянлататпăр. Лавкка - çынсем хутшăнмалли вырăн. Унта тирпейлĕ, хăтлă пулмалла.
2010 çулхи тĕллевсем пысăк. Халăхăн тавар илме пултараслăхĕ чакнине шута илсен палăртнине пурнăçлама çăмăлах пулмĕ. Районта çĕнĕ предприяти уçăлни, çурт-йĕр çĕкленни, микрорайон йĕркеленни пире савăнтарать, вĕсенче ĕçлекенсем, пурăнакансем - пирĕн пулăшупа усă куракансем вĕт. Тавар туянакансене чылай çăмăллăх паратпăр, кредит йĕркипе туянма сĕнетпĕр.
Коллективăн иксĕлми пуянлăхĕ, çитĕнÿсене туптама пулăшаканĕсем - ăста та пултаруллă хастарсем. 300 çынлă йышра кашниех тăрăшуллă. Çапах манăн ыттисемшĕн тĕслĕх шутланакансене уйрăммăн палăртас килет. Акă вĕсем, райпон пултаруллă ĕçченĕсем: Р.Федорова /Алманч/, Р.Назарова /Мăн Шетмĕ/, Н.Александрова /Васнар/, Т.Александрова /Кĕçĕн Шетмĕ/, М.Иванова /Кушкă/, Н.Тимофеева /Нимĕчкасси/, С.Белова /Йĕкĕт/, А.Петрова /Пикшик/, Л.Иванова /Сурăмхĕрри/, А.Сергеева /Упи/, Л.Викторова /Чатукасси/, Н.Антонова /Яманак/, Ю.Трофимова /райцентрти "Олимп”/, В.Терентьева, Н.Гаврилова /1 тата 2-мĕш продмагсем/, Т.Алексеева /"Сĕтел-пукан”/. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе ял çыннисем кăмăллă.
Çĕнĕ çул ячĕпе ĕçтешĕмсене ăшшăн саламласа малашне те хастар пулма ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Çакăн пек маттурсемпе пĕрле пулма пÿрнĕшĕн савăнатăп.
|