Кăçалхи çул юбилейлă паллă кунсемпе, уявсемпе пуян пулчĕ. Фашистла Германине çапса аркатнăранпа 65, хамăр тăван района йĕркелесе янăранпа 75, Чăваш Ене 90 çул çитнипе палăрчĕ. Пирĕн Карай тăрăхĕшĕн те 2010 çул — юбилейлă çул. Карай ялĕнче шкул уçнăранпа 120 çул çитрĕ.
Асапсăр мар этем кун çулĕ,
Çутта тухма — ялан пĕр çул…
Çав сукмакпа ав Карай шкулĕ
Мал ĕмĕтпе утать 120 çул!
Хальхи вăхăтра шкула Р. И. Малинина ертсе пырать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче 1956 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. 1963 çулта ялти 8 çул вĕренмелли шкулта 1-мĕш класра вĕренме пуçланă. 1971 çулта тăван шкула Мухтав хучĕпе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта асăннă училищĕрен вĕренсе тухсан, тăван шкулта физкультура учителĕнче вăй хурать. 1976 çултанпа Карайри вăтам шкулта ĕçлет, малтан — пуçламăш классенче, 8 çул хушши — директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 17 çул хушши пĕр улшăнмасăр шкул ерт
...
Малалла вула »