Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 26 » Карай шкулĕ 120 çул тултарчĕ
Карай шкулĕ 120 çул тултарчĕ
17:16
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи çул юбилейлă паллă кунсемпе, уявсемпе пуян пулчĕ. Фашистла Германине çапса аркатнăранпа 65, хамăр тăван района йĕркелесе янăранпа 75, Чăваш Ене 90 çул çитнипе палăрчĕ. Пирĕн Карай тăрăхĕшĕн те 2010 çул — юбилейлă çул. Карай ялĕнче шкул уçнăранпа 120 çул çитрĕ.

Асапсăр мар этем кун çулĕ,
Çутта тухма — ялан пĕр çул…
Çав сукмакпа ав Карай шкулĕ
Мал ĕмĕтпе утать 120 çул!

Хальхи вăхăтра шкула Р. И. Малинина ертсе пырать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче 1956 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. 1963 çулта ялти 8 çул вĕренмелли шкулта 1-мĕш класра вĕренме пуçланă. 1971 çулта тăван шкула Мухтав хучĕпе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта асăннă училищĕрен вĕренсе тухсан, тăван шкулта физкультура учителĕнче вăй хурать. 1976 çултанпа Карайри вăтам шкулта ĕçлет, малтан — пуçламăш классенче, 8 çул хушши — директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 17 çул хушши пĕр улшăнмасăр шкул ертÿçин тилхепине тытса пырать. Кĕçĕн классенче ĕçленĕ вăхăтра, 1986 çулта, ĕçри кăтартусемшĕн "Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ” орденĕпе наградăланă. 2006 çулта "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. 
Чăваш Республикин Патшалăх тĕп архивĕн справки тăрăх, 1890 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче П. М. Сартов священник тăрăшнипе Упи чиркÿ прихутне кĕрекен Сурăмхĕрри Карай ялĕнче шкул уçăлни паллă. Петр Михайлович ачасене турă законне вĕрентнĕ, ăна пулăшаканĕ Г. С. Степанов учитель-хресчен ачасене вулама-çырма вĕрентнĕ. Г. Степанов 19 çулта çеç пулнă, вăл Упири земство училищинчен вĕренсе тухнă. Малтанхи вăхăтра ачасене уйрăм çынсем патĕнче вĕрентнĕ. 1900 çулччен шкула арçын ачасем çеç çÿренĕ.1900 çулта вырăнти халăх тăрăшнипе Карай ялĕнче шкулăн çуртне уçнă. Вулама-çырма пĕлни усăллă пулнине хĕр ачасем те туйса илнĕ, вĕсем те шкулта вĕренме пуçланă. 1911 çулта ялта Михаил Архангельский ячĕллĕ чиркÿ уçăлнă. Шкулта 5 хĕр ача вĕреннĕ, арçын ачасем 34-ăн пулнă. Ку тапхăрта шкул заведующийĕнче Шупашкарти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă В. И. Любимов ĕçленĕ, унпа пĕрле В. И. Илларионов учитель вăй хунă.
1917 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Карай чиркÿ прихутне кĕрекен шкул уçăлнă (Караевская церковно-приходская школа). 1927 çулта икĕ сыпăклă 4 класлă шкул ĕçленĕ. 1930—1960 çулсенче — 7 çул вĕренмелли, 1960—1962 çулсенче 8 çул вĕренмелли шкулсем пулни паллă. 1962 çултанпа кунта вăтам пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Вăтам шкул директорĕнче В. А. Павлов 7, Л. К. Кузьмин 3, Н. П. Петров 3, П. В. Васильев 11 çул тăрăшнă. 1993 çултанпа коллектива Р. И. Малинина ертсе пырать. Çак тапхăрта вăтам шкул пĕтерни çинчен 1062 çамрăк алла аттестат илсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ — аслă тата ятарлă пĕлÿллĕ. Ăс пухнисем хушшинче производствăпа ял хуçалăхĕнче палăрнисем, наука кандидачĕсем, офицерсем, учительсемпе медицина ĕçченĕсем, паллă спортсменсем пур. Нумайăшĕ правительствăн наградисене, хисеплĕ ятсене илме тивĕç пулнă. Акă шкулта ăс пухнă 6 çынна Ленин орденĕпе, виççĕшне Октябрьти Революци, 9-не Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, пĕрне "Халăхсен туслăхĕ”, 5 çынна Хисеп Палли, 6-не Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденсемпе чысланă.
Нумай çул хушши колхоз председателĕнче вăй хунă, Ленин тата Октябрьти Революци орденĕсен кавалерĕсемпе Е. Л. Лукинпа, П. П. Петров бригадирпа, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕпе Н. Е. Егоров бригадирпа, Ленин орденĕн кавалерĕсемпе И. П. Петров токарьпе, О. Васильева сысна пăхаканпа, М. Сергеев механизаторпа, В. И. Иванов бригадирпа, Октябрьти Революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕпе К. С. Семеновпа, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕпе К. С. Сергеевпа Карай ял тăрăхĕнче пурăнакансем тивĕçлипе мухтаннă, мухтанаççĕ те (халĕ ĕнтĕ вĕсем пирĕн хушăра çук пулин те). Вĕсен çутă сăнарĕ хальхи çамрăк ăрура упранĕ.
Çавăн пек хисепе тивĕçнĕ çынсем хушшинче паянхи кун та çамрăксене канаш парса пыракансем хăйсен ĕçĕсемпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Акă сăмахран вĕсем: А. П. Порфирьев (бригадир пулса ĕçленĕ), В. Н. Платонов (19 çул "Россия”, "Караево” хуçалăха ертсе пынă) Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, РСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Н. Т. Железнов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Г. Егоров, Раççей художникĕсен Союзĕн членĕ Н. Г. Егоров, ЧР Çĕр ĕç патшалăх комитетĕнче нумай çул вăй хунă В. Г. Егоров, В. А. Светлов — ЧР медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ, Халăх туслăхĕ орден кавалерĕ, хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ А. Н. Григорьев (темиçе хут çĕр-шыв чемпионĕ пулнă), Н. Д. Дмитриев-Карай поэт, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ оперăпа балет театрĕн режиссерĕ А. В. Ильин тата ыттисем те.
Шкулта пĕлÿ илнисем хушшинче тĕпчевçĕсем те пур. В. Белоусов — ветеринари наукисен кандидачĕ, М. Владимиров — ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă çамрăксенчен чылайăшĕ, паянхи кун-çул уттинчен юлмасăр, рынок экономики аталаннă вăхăтра предприниматель ĕçне кÿлĕнчĕ: В. Г. Григорьев, В. И. Петров, В. А. Васильева. Вĕсем пурте хăйсем йĕркелесе янă ĕç коллективĕсенче пуçаруллă та яваплă ертÿçĕсем пулнипе палăрса, шкул пурнăçĕпе те кăсăкланса тăраççĕ, ырă ĕçпе, канашпа пулăшма яланах хатĕр. Шкул — кадрсен çăл куçĕ. Тулли мар яваплă "Караево” пĕрлешÿн тĕп специалисчĕсемпе вăтам сыпăкри ертÿçисен 95% — Карай шкулĕнчен вĕренсе тухнăскерсем.

Шкул директорĕ - Р.И.Малинина

Миçе çын пăхнă: 769 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.7/3 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 mixaj_58   (26.11.2010 17:17) [Материал]
Шкулăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе, пуянлатса пыма пулăшакан, шкултан вĕренсе тухнă, шкулпа тачă çыхăну тытса пыракан тус-юлташсене асăнса хăварассăм килет. Вĕсем: “Крина” пĕрлешÿн ертÿçи, çулсеренех çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче укçан пулăшу кÿрет; В. Г. Григорьев — районти “Сельхозхимия” пĕрлешÿн ертÿçи, вĕрентÿпе спорт хатĕрĕсемпе савăнтарать, Ю. В. Куприянов — Шупашкарти “Экспресс - комфорт” фирма пуçлăхĕ кăçал столовăй валли 30 пукан кÿрсе килчĕ, В. Н. Михайлов компьютерсем тата ытти техника аппаратурисене юсаса тăрать, запас пайсемпе тивĕçтерет, А. А. Григорьев — хăвăрт утассипе спорт мастерĕ — час-часах спорт инвентарĕсемпе спорт никĕсне пуянлатать. Вĕсене пурне те пире спонсорла пулăшу пама мехел çитернĕшĕн шкул администрацийĕпе коллектив ячĕпе тав тăватăп.
Паян татса паман ыйтусем те чылай-ха шкул коллективĕн. Çулсерен ачасен шучĕ пĕчĕккĕн чакса пынипе шкул тытăмне улăштарас хăрушлăх пирĕн ума тухса тăчĕ. Кăçал эпир шкулта 10-мĕш класс уçаймарăмăр. Паллах, ку ашшĕ-амăшне те, пире те пăшăрхантарчĕ. Ялăн шкулсăр пуласлăхĕ çук тени тĕрĕсе тухать. Шкул çурчĕ районта чи кивви, 38 çул хушшинче çурт тăрри хăрса кайрĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăкра вĕренÿ пÿлĕмĕсене шыв анать. Урай хăмисене те улăштарма хушса хăварчĕç пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем. Ку ĕçе тума бюджетран укçа-тенкĕ уйăрманпа пĕрех.
Апла пулин те пуçа усса лармасть шкул коллективĕ, ĕçлет. Яланах шыравра вăл. Паян шкулта чунпа парăнса хăйсен ĕçне юратса тăвакансем сахал мар. О. К. Семенова (РФ Презитенчĕн грантне илме тивĕçнĕ), О. Д. Тимофеева — чи пысăк категориллĕ вĕрентекенсем, И. Н. Кириллова — директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, 1-мĕш категориллĕ, З. Ю. Иванова — биологи, Р. Г. Порфирьева — вырăс чĕлхипе литература, В. Н. Андрианова — нимĕç чĕлхи, А. Ю. Никандрова — чăваш чĕлхипе литература, В. Ю. Иванова — физкультура, Л. С. Проклова — математика — 1—2-мĕш категориллĕ учительсене ырăпа асăнас килет.
Хамăр тăрăхри çамрăксене тарăн та çирĕп пĕлÿ панăшăн, тĕрĕс пурнăç çулĕ суйласа илме пулăшнăшăн шкулта нумай çул ырми-канми ĕçленĕ Е. А. Маркова, Е. Е. Соловьева, А. П. Федорова, Е. Г. Никандрова, Н. В. Григорьева, Ю. Ф. Васильева, Л. М. Павлова, В. А. Павлов тата вуншар ветеран-педагога ăшă кăмăлпа аса илетпĕр.
Шкул коллективне, кунта вăй хунă ĕçтешсене, шкултан вĕренсе тухнисене, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, шкулпа тачă çыхăну тытса пыракан тус-юлташсене, ашшĕ-амăшĕсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче тăван шкула йыхравлатпăр. Ĕçре çитĕнÿсем, пурнăçра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр.

0  
2 mixaj_58   (26.11.2010 17:17) [Материал]
Ачасем сывлăхлă, пур енлĕ аталанса ÿснĕ çĕрте физкультурăпа спорт пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавна шута илсе кашни вĕренÿ кунне ирхи гимнастикăран пуçлатпăр. Физкультура урокĕсене В. Ю. Иванова, вăлах урок хыççăн спорт секцийĕсене ертсе пырать. Тĕнче класлă спорт мастерĕ А. Н. Григорьев ачасене хăвăрт утма хăнăхтарать. Юлашки 10 çул хушшинче физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлесе тĕрлĕрен “картлашка” çинче пулса куртăмăр. 2000—2007 çулсенче малти вырăнсене йышăнса пырса, уйрăмах йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче 1—2-мĕш вырăнсене йышăнса, пирĕн шкул ачисем республикăри ăмăртусене хутшăнса район чысне хÿтĕлетчĕç. 2003 тата 2007 çулсенче район чемпионĕсен ятне тивĕçрĕмĕр. Юлашки 3 çулта вара каялла чакса пыратпăр. Паллах, ку енĕпе шкул коллективĕн ĕçлемелле, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, малаллах талпăнмалла.
Шкулăн пур енлĕ воспитани ĕçĕ “Яковлев хунавĕсем” ятлă ача-пăча организацийĕн системипе çыхăннă. Ачасене кирлĕ воспитани парас, вĕсене тĕрĕс пурнăç çулĕ суйласа илес, ĕçе хăнăхтарас çĕрте класс ертÿçисем тĕрлĕ технологисемпе усă кураççĕ. Ытларах мероприятисене интерактивлă майпа ирттереççĕ: проект хÿтĕлевĕсем, акцисемпе фестивальсем, ток-шоусем тата ытти те. Паянхи шкул ачисене тĕрĕс çул кăтартса, йĕркелесе пыма çеç пĕлмелле, вĕсем хăйсемех тĕрлĕ мероприятисене тулли те пуян программа хатĕрлесе ирттерме пултараççĕ.
Шкул пурнăçĕнчи ÿсĕмсен иксĕлми тÿпи — ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну пулни. Нумай шкула хумхантаракан ыйтусене вĕсемпе пĕрле пĕр шухăшлă пулса татса паратпăр. Шкул дирекцийĕпе шкул канашĕ туслă, пĕрле, килĕштерсе, пĕрешкел йышăнусем кăларса ĕçлесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул канашĕнче 13 çын тимлет: учительсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем. Уйрăмах шкул канашĕн членĕсене, класри ашшĕ-амăшсен комитечĕсене,ашшĕ-амăшĕсене яланах шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илме пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăвассăм килет.
Вĕренекенсем çулран-çул класран класа ăнăçлă куçса пынинче, тăрăшса вĕреннинче, ÿсĕмсем тунинче техслужащисен тÿпи те пысăк. Апат-çимĕç пĕçерекенсен, тирпей-илем кÿрекенсен тата ытти ĕçченсен тĕп тĕллевĕсем — ачасене вĕренме кирлĕ условисем туса парасси, çамрăк ăрăвăн çирĕп сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасси. Хăйсен пĕчĕк шалăвне пăхмасăр шкулăн хуçалăх ĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пыраççĕ: Н. А. Димитриева завхоз, тасалăхпа тирпейлĕхе тытса пыракансем Е. А. Сергеевапа Л. М. Ильина, шкул микроавтобусне ялан юсавлă тытакан И. К. Касьянов, ачасене тутлă апатпа сăйлакан Л. М. Коромыслова тата ăна пулăшса пыракан Н. А. Павлова, А. П. Павловпа В. Г. Павлов каçхи хуралçăсем. Çак йышран 7-шĕ тăван шкулта пĕлÿ пухнă. Вĕсем туман ĕç çук шкулта: юсав ĕçĕсене вĕсен ĕçчен аллисем пурнăçлаççĕ, сăрлаççĕ, тасатаççĕ. Шкул пахчинче ĕçлеме те вăхăт тупаççĕ. Шкулта 5 арçын çеç пулнипе вĕсем валли чылай ĕç-пуç пуçтарăнать. Шкул çурчĕ кивелсе пынă пирки юсав ĕçĕсем тупăнсах тăраççĕ. Кăçал авă шкул тавра карта тытса çаврăнчĕç, çĕрĕшнĕ урай хăмисене улăштарчĕç, хоккей вылямалли вырăна ăсталарĕç. “Пултараймастпăр, тăваймастпăр”, — тенине нихăçан та илтмен. Пур ĕçре те маттур вĕсем, пирĕн арçынсем: В. Л. Алексеев, А. Н. Григорьев, И. К. Касьянов, А. П. Павлов, В. П. Павлов.
Вĕренекенсен çуллахи кану вăхăтне те пур енлĕ йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Çулсеренех ĕçпе кану, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем, экологи бригадисем йĕркелетпĕр. Шкулăн 0,8 гектар йышăнакан сăнав участокĕнче çуллахи вăхăтра ĕç вĕресе çеç тăрать: пĕрисем шăвараççĕ, теприсем çум курăксенчен тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, тĕрлĕрен сăнав ĕçĕсем ирттереççĕ. Çак ĕçсене йĕркелесе пыраканĕ, çут çанталăка чунтан парăннă, биологипе вĕрентекен З. Ю. Иванова. Пысăках мар участокрах ачасемпе аслисем туслă ĕçлесе пырса пахча çимĕç туса илетпĕр, çулсеренех хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан сутатпăр. Кăçалхи шăрăх çанталăкра та купăстапа хĕрлĕ кăшман, çĕр улми тухăçлă туса илтĕмĕр. Çимĕçсене шăварса тăма “Караево” пĕрлешÿ машинăпа шыв кÿрсе килсе пулăшрĕ, шыв тултарса хумалли пысăк пичкене те вĕсемех тупса пачĕç. Ертÿçине, Г. В. Спиридонова, тав сăмахĕ калас килет.
Кăçалхи юбилейлă çула халалласа ачасемпе шкул стадионĕнче 75 çăкапа пилеш, 250 чăрăш лартса хăвартăмăр. Çак ĕçсене йĕркеленĕ çĕрте З. Ю. Ивановапа А. Н. Григорьев вĕрентекенсем чылай вăй хучĕç.

0  
1 mixaj_58   (26.11.2010 17:16) [Материал]
Шкул коллективĕ хăйĕн тĕп тĕллевне — ачасене çирĕп пĕлÿ парса пурнăç çулĕпе такăнмасăр тĕрĕс-тĕкел утма вĕрентессине — кирлĕ шайра пурнăçласа пырать. Юлашки 10 çул хушшинче ачасен вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси 100% танлашать, вĕренÿ пахалăхĕ 45-рен 58% çити ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен экзаменсенчи кăтартăвĕсем вĕренÿ шайĕпе унăн пахалăхне яр уççăн кăтартаççĕ. Юлашки 5 çул хушшинче вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзамен кăтартăвĕсем питех те савăнтарчĕç, вĕсем районти тата республикăри вăтам кăтартусенчен те çÿллĕрех пулчĕç. Кăçалхи пирĕн вĕренсе тухакансен вырăс чĕлхипе ППЭ вăтам кăтартăвĕ 64,4 балл пулнă (ертÿçи — Р. Г. Порфирьева), район кăтартăвĕ 60,8-па, республикăра — 62,9 балпа танлашнă. Математикăпа вăтам кăтарту 52,8 балпа танлашрĕ (ертÿçи О. Д. Тимофеева), республика кăтартăвĕпе пĕр пек, районĕпе вăтам балл — 49,7. Ку вăл ырми-канми ĕçлекен вĕрентекенсен ĕç итогĕ. Паянхи кун шкулта ачасене ППЭне хатĕрлес енпе пуян ĕç опычĕ пухнă О. К. Семенова, Р. Г. Порфирьева, О. Д. Тимофеева педагогсене палăртса хăвармалла. Юлашки 5 çул хушшинче ППЭĕнче “2” паллă илекен пулман. Çулсеренех шкул пĕтернисен 60—65% аслă шкул студенчĕ пулса тăрать.
Виççĕмĕш çул ĕнтĕ 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем çĕнĕ формăпа патшалăх аттестацийĕ витĕр тухаççĕ. Кунта та пирĕн кăтартусем япăх мар, 2—3-мĕш вырăнта тăратпăр. Чăваш чĕлхипе вĕрентекен А. Ю. Никандрова вĕрентекен çулсеренех экзамен кăтартăвĕсемпе савăнтарать. Л. С. Проклова (математика), И. Н. Кириллова (обществознани), З. Ю. Иванова (биолог) хăйсен сулмаклă кăтартăвĕсемпе палăрса тăраççĕ. Юлашки 5 çулта шкултан 6 медалист вĕренсе тухнă.
Шкулăн ырă пулăмĕсенчен пĕри вăл “Караево” пĕрлешÿпе туслă çыхăну тытни. Çулсеренех эпир унпа ĕçпе килĕшÿ туса çĕр улми пуссинче вăй хуратпăр, пухăннă укçапа тĕллевлĕ усă куратпăр. Вĕренекенсене Шупашкара экскурсие тÿлевсĕр илсе кайса килетпĕр, тĕрлĕ уявсем ирттеретпĕр, шкул çуртне юсаса тăма та, класс пÿлĕмĕсенчи тата шкул коридорĕнчи стендсене çĕнетсе тăма та тăрăшатпăр. Кăçал шкул тавра карта тытса çавăрма, шкула кĕмелли хапха туса лартма, Çар Мухтавĕн кĕтесне, çĕрĕшсе кайнă кантăк рамисене улăштарса лартма мехел çитертĕмĕр. Вĕрентÿ хатĕрĕсене чылай туянтăмăр: компьютерсем, проекторсем, электронлă кĕнекесем, холодильникпе шыв ăшăтмалли аппарат тата ытти те.
Приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проекчĕ, вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проект вĕрентÿ процесĕн пурлăхпа техника никĕсне улăштарма май пачĕ. Эпир те ытти шкулсем пекех Интернетпа çыхăннă, лицензиллĕ программа туяннă, кĕçĕн классене, ОБЖ кабинетне тĕрлĕрен вĕрентÿпе методика литературипе, сĕтел-пуканпа, электронлă кĕнекесемпе пуянлатрăмăр.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024