Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă.
Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Ч
...
Малалла вула »