Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.
Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лекнĕнех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. "Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.
"Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.
...
Малалла вула »