Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн акт залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш созыври Пухăвĕн черетлĕ саккăрмĕш ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, Трак енри шкулсен директорĕсем хутшăннă. Лару кун йĕркине 9 ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕшпе — "ЧР Красноармейски районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн статусĕн положенийĕ çинчен" ыйтупа район пуçлăхĕ В. Григорьев, "ЧР Красноармейски район бюджетĕнче муниципаллă служба должноçĕнче тăман, анчах должноçе пурнăçлакан ĕçченсен тăкакĕсене хак парасси çинчен", "Красноармейски районĕн муниципаллă службăн должноçĕсене улăштарнă чухне квалификаци требованийĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен", "Муниципаллă служащисем квалификаци экзаменĕсене парас йĕркен положенийĕсене çирĕплетесси çинчен" ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайĕн ертÿçи А. Павлов, "Красноармейски районĕнче бюджетпа тивĕçтерес тĕлĕш
...
Малалла вула »