Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн акт залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш созыври Пухăвĕн черетлĕ саккăрмĕш ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, Трак енри шкулсен директорĕсем хутшăннă. Лару кун йĕркине 9 ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕшпе — "ЧР Красноармейски районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн статусĕн положенийĕ çинчен" ыйтупа район пуçлăхĕ В. Григорьев, "ЧР Красноармейски район бюджетĕнче муниципаллă служба должноçĕнче тăман, анчах должноçе пурнăçлакан ĕçченсен тăкакĕсене хак парасси çинчен", "Красноармейски районĕн муниципаллă службăн должноçĕсене улăштарнă чухне квалификаци требованийĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен", "Муниципаллă служащисем квалификаци экзаменĕсене парас йĕркен положенийĕсене çирĕплетесси çинчен" ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайĕн ертÿçи А. Павлов, "Красноармейски районĕнче бюджетпа тивĕçтерес тĕлĕшпе дотацие улăштарас енĕпе кăштах улшăнусем кĕртес çĕрте хушма нормативсемпе усă курасси çинчен", "Красноармейски район администрацийĕнче рабочи профессине пурнăçлакан ĕçченсен ĕç укçин условийĕсене çирĕплетесси çинчен", " Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн 2005 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнчи йышăнăвне хушăмсем кĕртесси çинчен", "Район депутачĕсен Пухăвĕн 2011 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнчи С -6Ĕ5 номерлĕ йышăнăвне хушăмсем кĕртесси çинчен" ыйтусемпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Р. Николаева тухса калаçнă.
Кăçалхи çулла Шупашкар çынни, Яманак ялне вăхăтлăха канма килнĕ А. Никитин пĕвере шыва кĕрекен хĕрачана, ăнсăртран путма пуçланăскерне, çăлнă. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ А. Никитина "Шывра путакана çăлнăшăн" медале парас пирки ыйту пăхса тухнă. Ку ыйтупа Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Николаев тухса калаçнă.
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ мĕн пур ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Ларура Ю. Ильин, В. Шестаков, ытти депутатсем, район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи старейшинăсен палатин председателĕ С. Железин, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров тухса калаçнă.
Юлашкинчен депутатсем ларăва хутшăннă тĕн çыннисемпе пĕрле Красноармейски ялĕнче çĕнĕ
чиркÿ тăвас ыйтăва çĕнĕрен çĕкленĕ.