Чăваш Правительствин çĕнĕ пуçлăх — Иван Моторин. Унăн кандидатурине паян, республика Элтепĕрĕ сĕннипе, Патшалăх Канашĕ сӳтсе явса çирĕплетрĕ.
Иван Моторин 2006-мĕш çултанпа республикăн экономика аталанăвĕн министрĕнче ĕçлет, Чăваш Ен пурнăçне лайăх пĕлет. Патшалăх Канашĕн сессийĕччен Моторин парламентри кашни фракцинче тĕлпулусем ирттернĕ, депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă. Унăн кандидатури пурне те çырлахтарнă. Çавăнпа паян ăна Министрсен Кабинечĕн ертӳçи пулма çăмăллăнах çирĕплетрĕç. Федераци Канашĕн пайташне суйланă чухне вара тавлашусăр пулмарĕ. Юрий Попов спикер Раççей Федерацийĕн саккунсем кăларакан органĕн çӳлти палатинче Чăваш Паташалăх Канашĕн представителĕ пулма Леонид Лебедева сĕнчĕ. Сенаторта вăл 8 çул ĕçленĕ. Депутатсем, уйрăмах оппозицире тăракансем, çак тапхăрта Лебедев республикăшăн мĕнле усăллă ĕç тунине пĕлесшĕн пулчĕç. Темле хуравласан та, вĕсене тивĕçтерме йывăр пулчĕ, çавăнпа Леонид Лебедевăн трибуна умĕнче чылайччен тăма тиврĕ. Юлашкинчен çап
...
Малалла вула »