Тăваттăмĕш çул шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче Республикăмăрта иртекен литература конкурсĕ «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» ятпа пулчĕ — хутшăнакансен хăйсен сăвă-калавне шывпа çыхăнтарса хайлама тиврĕ. Хушма темăна та суйланăччĕ — Атăлçи Пăлхарстан.
Тĕнче тетелĕнчи çак конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ.
Кăçал хутшăнакансем пĕлтĕрхи пек йышлăн пулмарĕç — 50 яхăн хайлав çеç. Çапах Трак ен ачисем йышлăн хутшăнни савăнтарчĕ. Вĕсенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăчĕç:
6-7 классенчи ачасен калавĕ-юмахĕ
• 1-мĕш вырăн: Надежда Козлова çырнă «Шыв пики» пьеса. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ. Тĕппипе илсен, ку пайра мала тухакансем пурте çак шкултан пулчĕç тесен те йăнăш мар.
• 2-мĕш вырăн: Кр
...
Малалла вула »