Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 4
Хăнасем: 4
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 6 » «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисем - Трак ен ачисем
«Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисем - Трак ен ачисем
22:57
Сăн ÿкерчĕк
Тăваттăмĕш çул шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче Республикăмăрта иртекен литература конкурсĕ «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» ятпа пулчĕ — хутшăнакансен хăйсен сăвă-калавне шывпа çыхăнтарса хайлама тиврĕ. Хушма темăна та суйланăччĕ — Атăлçи Пăлхарстан. 
Тĕнче тетелĕнчи çак конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ.
Кăçал хутшăнакансем пĕлтĕрхи пек йышлăн пулмарĕç — 50 яхăн хайлав çеç. Çапах Трак ен ачисем йышлăн хутшăнни савăнтарчĕ. Вĕсенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăчĕç:

6-7 классенчи ачасен калавĕ-юмахĕ

• 1-мĕш вырăн: Надежда Козлова çырнă «Шыв пики» пьеса. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ. Тĕппипе илсен, ку пайра мала тухакансем пурте çак шкултан пулчĕç тесен те йăнăш мар.
• 2-мĕш вырăн: Кристина Аркадьева çырнă «Виртуаллă экскурси» калав. 
• 2-мĕш вырăн: Лидия Кузнецова çырнă «Ылхан кӳлли» калав.
• 3-мĕш вырăн: Анастасия Харитонова çырнă «Çичĕ хĕр» калав.
• 3-мĕш вырăн: Елена Григорьева çырнă «Çăлкуç хуçи» калав. Вăл та Красноармейски шкулĕнчен.

8-9 классенчи ачасен хайлавĕсем

Ку ӳсĕмри ачасен хайлавĕсем çителĕксĕр пулнипе сăввине те калавне те пĕрле ушкăнласа хакларăмăр.

• 3-мĕш вырăн: Оксана Журавлёва çырнă «Кӳлĕре» калав. Красноармейскинчи шкулта пĕлӳ пухать.
• 3-мĕш вырăн: Дмитрий Макаровăн «Туслă çемье» калавĕ. Вăл та Красноармейскинчи шкулта пĕлӳ пухать.

Вĕрентекенсен калавĕ, юмахĕ

• 1-мĕш вырăн: Зинаида Михайлова хайланă «Çăмарта кӳлли» калавĕ. Красноармейски шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Ăмăртăва хутшăнакансем пурте маттур! Вырăнĕ кашнине лекмерĕ пулсан та эсир мухтава тивĕç! 

Çĕнтурӳçĕсем парнесĕр юлмĕç — 1-мĕш вырăн йышăнакансене 60х40 см пысăкăш карттин, иккĕмĕш вырăна тухнисене 40х30 см пысăкăшши, ыттисене 30х20 пысăкăш рамкăри сăнӳкерчĕк лекĕ. Асăннă ачасен ертÿçисем - Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем - Зинаидăпа Виталий Михайловсем. Мухтав вĕсене!
Миçе çын пăхнă: 459 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024