Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Элтеперĕ М. В. Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă.
Чи малтанах Михаил Васильевич районта çĕнĕрен реконструкцилесе хута янă ЗАГС çуртне тата Красноармейски районĕн 1 №-лĕ суд участокĕн миравай судйин офисне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.
Ун хыççăн район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче ЧР ЗАГС органĕсен тытăмне аталантармалли ыйтусемпе канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне республикăри районсемпе хуласенчи ЗАГС пайĕсен ертÿçисем хутшăннă. Пухăннисем умĕнче ЧР юстици министрĕ Н. Прокопьева "Чăваш Республикинче ЗАГС органĕсен тытăмĕ умĕнче тăракан хальхи вăхăтри задачăсем тата малашлăх аталанăвĕ” темăпа доклад туса панă. Унта çавăн пекех ЧР çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Н. Озеров "ЗАГС тытăмĕнче патшалăх тата муниципаллă çăмăллă
...
Малалла вула »