Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 26
Сăн ÿкерчĕк
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче "Çил çунат çуначĕ айĕнче” ятпа сăвă вулакансен районти IV конкурсĕ иртнĕ. Республикăри тупăшăва каймашкăн суйласа илмелли тура Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. 
Конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ: "Илемлĕ литература произведенийĕнчи хайлава вуласси”, "Авторăн хăй çырнă сăввине илемлĕ вуласси”, "Литературăпа музыка композицийĕ”. Тупăшăва хутшăнакан ачасене виçĕ ушкăна — кĕçĕн, вăтам тата аслă— уйăрнă. 
Зал илемлĕ тум тăхăннă ачасемпе тулнă. Кунтах вĕсене тупăшăва хатĕрленĕ шкулсенчи чăваш тата вырăс чĕлхисен учителĕсем. Тăватă сехете яхăн пынă конкурс пурин кă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 530 | Хăçан хушнă: 26.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ырă çын вилет, ырă ят юлать, теççĕ халăхра. Василий Никитич Никитин-Васькин сăвăç-салтак çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Ентешĕмĕр 1917 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шывпуç Чуракасси ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 
Манмаççĕ тăван тăрăхĕнче В. Васькина. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, 1942 çулхи çу уйăхĕнче Конотоп хулишĕн пынă çапăçура пуçне хунă. Çирĕм пиллĕкрех çĕре кĕнĕ вăл. Çав тери кĕске ĕмĕрĕнчех мĕн чухлĕ сăвă-поэма çырса хăварман пуль? Темисем те тĕрлĕрен. Ытларах çут çанталăк, туслăхпа юрату, вăрçă, ача-пăча темисем вырăн тупнă. Алăран баян вĕçертмен тата... Шывпуçĕнчи шкул хыççăн малашнехи кун-çулне Ямашри вăтам шкулпа çыхăнтарнă. 
— Питĕ талантлă, пултаруллă çынччĕ Василий. Тĕрĕслĕхшĕн, чăн сăмахшăн çине тăракан çынччĕ, — аса илетчĕ пиччĕшĕн тăрăшулăхне хак парса йăмăкĕ Фекла Никитина. — Эпир унпа яланах пĕрле çÿренĕ. 
Шел, хаклă çыннăмăр Ф. Никитина пирĕн хушăран уйрăлса кайрĕ ĕнтĕ. 
В. Васькин 1935 çултан пуçласа ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 583 | Хăçан хушнă: 26.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024