Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 26 » Шывпуçĕнчи вилĕмсĕр сăвăç
Шывпуçĕнчи вилĕмсĕр сăвăç
17:23
Сăн ÿкерчĕк
Ырă çын вилет, ырă ят юлать, теççĕ халăхра. Василий Никитич Никитин-Васькин сăвăç-салтак çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Ентешĕмĕр 1917 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шывпуç Чуракасси ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 
Манмаççĕ тăван тăрăхĕнче В. Васькина. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, 1942 çулхи çу уйăхĕнче Конотоп хулишĕн пынă çапăçура пуçне хунă. Çирĕм пиллĕкрех çĕре кĕнĕ вăл. Çав тери кĕске ĕмĕрĕнчех мĕн чухлĕ сăвă-поэма çырса хăварман пуль? Темисем те тĕрлĕрен. Ытларах çут çанталăк, туслăхпа юрату, вăрçă, ача-пăча темисем вырăн тупнă. Алăран баян вĕçертмен тата... Шывпуçĕнчи шкул хыççăн малашнехи кун-çулне Ямашри вăтам шкулпа çыхăнтарнă. 
— Питĕ талантлă, пултаруллă çынччĕ Василий. Тĕрĕслĕхшĕн, чăн сăмахшăн çине тăракан çынччĕ, — аса илетчĕ пиччĕшĕн тăрăшулăхне хак парса йăмăкĕ Фекла Никитина. — Эпир унпа яланах пĕрле çÿренĕ. 
Шел, хаклă çыннăмăр Ф. Никитина пирĕн хушăран уйрăлса кайрĕ ĕнтĕ. 
В. Васькин 1935 çултан пуçласа хăй фронта кайичченех, пилĕк çул ытла, Ямашри шкулта тăван чĕлхе предметне вĕрентнĕ. Канаш районĕнчи Вăрман Енĕш ялĕнче пурăннă. Творчество лаççинче мĕн пурĕ 200-е яхăн хайлав çырса хăварнă. 
1961 çулта сăвăç-воинăн "Сăвăсем” ятлă кĕнеки çапăнса тухнă. Ытти хăш-пĕр сăввисем 1980 çулта "Юлашки юн тумламĕччен” кĕнекере те пичетленнĕ. В. Васькин — СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ. 
Сăвăç-воинăн сăввисене пухса уйрăм кĕнекепе халăх патне çитерес тĕлĕшпе Шывпуç Чуракассинче пурăннă В. Васькинăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ — Валериан Миронович Никитин сумлă тÿпе хывнине палăртмалла. 2002 çулта вăл вулакансене, поэтăн творчествипе анлăрах паллаштарас тĕллевпе, В. Васькин çырнă сăвă-поэмăсене пухса "Çамрăклăх кĕвви” ятлă кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ. "Çамрăклăх кĕвви” — кĕнекери пĕр сăввăн ячĕ. 1937 çулта çырнă ăна.

Тинĕсре ишет карап-и, 
Хурçă кайăк-и вĕçет — 
Паттăр яшлăха курап эп, 
Вăл пурне çĕнсе илет... — калăплать сăвăç-салтак.

Вулаканшăн та, ваттишĕн те, çамрăккишĕн те паха парне пулчĕ çÿлерех асăннă, тахçан кĕтнĕ хаклăран та хаклă кĕнеке.

Г.Тусли
Миçе çын пăхнă: 591 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Василий Васькин | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024