Халăхшăн шыв яланах пĕлтерешлĕ пулнă. Чăваш халăхĕ те ял вырăнне суйланă чухне шыв пуррипе çуккине тĕпе хунă. Çапла май хитре те илемлĕ вырăнсене суйламасăр, шывлă вырăна куçса ларнă. Чăн та шывсăр епле пурăнăн?
Шыв ыйтăвĕ хальхи вăхăтра та çивĕччисенчен пĕри. Ĕлĕкрех çăлсемпе çырмасене çӳренĕ пулсан паянхи кун ял халăхĕ ытларах шыв башнисемпе, колонкăсемпе усă курать. Вĕсем те юрăхсăра тухаççĕ. Нумай пулмасть Красноармейски районĕнчи Танăш ял халăхĕ вырăнти шыв башнине юсама пикенчĕ — ку ĕçе хĕле тухиччен, çуллахи вăхăтра туни, паллах, вырăнлăрах.
Темиçе кун хушшин нимелле ĕçлесе шыв башнине юсарĕç-юсарĕçех. Халь ĕнтĕ хĕлле те çулла та шывсăр лармĕçех.