Ака уйăхĕн 17-27-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекен В.М.Михайлов пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс иртрĕ.
Вăйă конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
Конкурса пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен 165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен тата шкулсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
Красноармейски районĕ – 75 ача (
Красноармейски шкулĕ - 33 ача, Карай шкулĕ - 15 ача, Алманч шкулĕ - 11 ача, Трак шкулĕ - 9 ача, Упи шкулĕ
- 6 ача, Пикшик шк
...
Малалла вула »