Ака уйăхĕн 17-27-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекен В.М.Михайлов пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс иртрĕ. Вăйă конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура аталанăвĕпе çыхăннăччĕ. Конкурса пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен 165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен тата шкулсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Красноармейски районĕ – 75 ача (Красноармейски шкулĕ - 33 ача, Карай шкулĕ - 15 ача, Алманч шкулĕ - 11 ача, Трак шкулĕ - 9 ача, Упи шкулĕ
- 6 ача, Пикшик шкулĕ
- 2 ача) Комсомольски районĕ – 15 ача Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача Вăрмар районĕ – 11 ача Канаш хули - 11 ача Шупашкар хули – 10 ача Хĕрлĕ Чутай - 6 ача Элĕк районĕ – 4 ача Елчĕк районĕ – 4 ача Етĕрне хули - 3 ача Çĕрпÿ районĕ - 3 ача Етĕрне районĕ – 2 ача Канаш районĕ – 2 ача Çĕрпÿ хули - 2 ача Куславкка районĕ - 2 ача Улатăр районĕ - 2 ача Муркаш районĕ – 1 ача Çĕмĕрле хули – 1 ача Çĕмĕрле районĕ - 1 ача Республикăмăртан пĕтĕмпе 11 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнчен тата Элкел районĕнчи Хусанкай шкулĕнчен пурĕ 4 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Вăйă конкурс оргкомитечĕ 40 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 7 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 14 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 18 ача йышăнчĕ. Электронлă дипломсене çывăх вăхăтрах (вĕренÿ çулĕ пĕтиччен) ачасен электрон ещĕкĕсене ярса паратăп. Сертификатсене вара çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать. Чи маттур вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Тав хучĕпе саламлăпăр. Вăйă конкурса тепĕр çул та ирттерме шутлатпăр. Ун çинчен маларах - 2013 çулхи пуш уйăхĕнчех пĕлтерĕпĕр.
Тĕрĕс хуравсем (8-9 кл.)
Тĕрĕс хуравсем (10-11 кл.) |