Хисеплĕ пенсионерсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн тата чĕререн саламлатăп!
Çак куна пĕтĕм тĕнчере 1990 çултанпа паллă тăваççĕ. Ветерансем вăрçă хирĕнче кăтартнă паттăрлăхпа харсăрлăх, ĕçри хастарлăх аслă ăруран тĕслĕх илме хистеççĕ, çамрăксене тăван çĕре, хамăрăн халăха, унăн йăлисене юратма, хăйсен ĕçĕпе тăван ене аталантарма вĕрентеççĕ. Ватăсен пысăк ăсĕ, пурнăçри пуян опычĕ ыррине, вĕсем тунине, упраса хăварма, килес ăрусене парса хăварма пулăшать.
Аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлатасси — Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри çулланнă граждансен 80% ытла социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курать. Республика бюджетĕнчен кăна 2012 çулта çак тĕллевсемпе 1,786 млрд тенкĕ уйăрнă. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стаж вăхăтне пĕчĕклетес енĕпе ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне стажшăн çак ята 18000 гражданина панă, çулталăк вĕçлениччен вĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ 22000 çынпа тан
...
Малалла вула »