Хисеплĕ аннесем, асаннесем, аппасем, йăмăксем!
Сире пурне те Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатпăр. Сирĕн çумра яланах мăшăрăрсем пулччăр. Вĕсем сире амăш тивĕçне çўлте тытса пыма пулăшса пыччăр. Ачасем вара хăйсен пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе сире телей кўччĕр.
Пурнăç малаллах шутăр. Хаваслă ача-пăча сасси ялан янратăр.