Февралĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ.
Чи малтанах М. Игнатьев "Красное Сормово” ОООра пулчĕ, тырă складĕнче, техника паркĕнче пулса, çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. Пĕрлешÿ пуçлăхĕ С. Иванов хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Кунта паян тесен паян çур акине тухма хатĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен 12, 2 % ытларах акса хăварма палăртаççĕ. Вăрлăх — 270, 4 тонна хатĕр. Элита вăрлăхпа акассине мала хураççĕ. Минераллă удобренисем кирлĕ чухлех — 80 тонна — пур. Дизель топливи — 40 тонна — çителĕклĕ.Техникăна пĕтĕмпех юсаса çитернĕ.
Унтан Михаил Васильевич "Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Тр
...
Малалла вула »