Февралĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Чи малтанах М. Игнатьев "Красное Сормово” ОООра пулчĕ, тырă складĕнче, техника паркĕнче пулса, çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. Пĕрлешÿ пуçлăхĕ С. Иванов хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Кунта паян тесен паян çур акине тухма хатĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен 12, 2 % ытларах акса хăварма палăртаççĕ. Вăрлăх — 270, 4 тонна хатĕр. Элита вăрлăхпа акассине мала хураççĕ. Минераллă удобренисем кирлĕ чухлех — 80 тонна — пур. Дизель топливи — 40 тонна — çителĕклĕ.Техникăна пĕтĕмпех юсаса çитернĕ. Унтан Михаил Васильевич "Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Трак шкулĕ” бюджет учрежденине çитсе курчĕ. Шкул çулне çитмен ачасемпе (ку ушкăна 20 ача çÿрет) курнăçрĕ, физика урокĕнче пулчĕ. Вĕренĕве çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн инженерипе техника класне роботсем тума вĕренмешкĕн 210 пин тенкĕ уйăрнă. Ку класс ачисем Лего моделĕсемпе пухнă механизмсемпе тата вĕсен майĕсемпе паллаштарчĕç. Чăваш Ен пуçлăхĕпе пулас професси пирки калаçу пулса иртрĕ. Михаил Игнатьев район çыннисене патшалăх наградисене пачĕ. Ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Досаево” ял хуçалăх артелĕн трактористне Анатолий Афанасьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ят панă. Культурăри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн "Ял тăрăхĕ-сен хушшинчи культурăпа информаци центрĕ” культура центрĕн "Трак ен” фольклор ушкăнĕн ертÿçине Николай Никонорова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Красноармейски районĕн 2012 çулхи экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2013 çулхи тĕллевсем” канашлăва хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков район çитĕнĕвĕсемпе тата аталану малашлăхĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр 11, 7 миллион тенкĕ е малтанхи çулхинчен 3, 4 % ытларах налук пырса кĕнĕ. Район бюджечĕн хăйĕн тупăш пайĕ 113, 7 %, вăл шутра налук тупăшĕ 117, 69 % пулнă. Ял хуçалăх техникине туянма 30 миллион ытла тенкĕ хывнă, строительствăпа реконструкци ĕçĕсем 38 миллион тенкĕпе танлашнă. Районта вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕпе ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Кудряшов паллаштарчĕ, çитĕнÿсемпе пĕрлех тĕллевсене те палăртрĕ. Районта шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен черетне пĕтермешкĕн ĕçсем тăваççĕ. Учительсен, ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ ÿсет. Сергей Владимирович районти шкулсенче математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсене лайăхлатма кирлине аса илтерчĕ. Районăн экономика кăтартăвĕсем çинче ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ В. Аврелькин чарăнса тăчĕ. Вăл районта нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрассипе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Резервсем те çук мар: апат-çимĕçпе атă-пушмак ытларах кăларасси, инвесторсене ытларах явăçтарасси, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене лайăхрах тĕрĕслесе тăрасси. Хупă йышши "ТУС” пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Н. Угаслов керамика кирпĕч завочĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Кунта Республика кунĕ тĕлне пирвайхи кирпĕче кăлармалла. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Николаев районти ял хуçалăхне аталантармалли ыйтусене тапратрĕ, тĕслĕхрен, ĕне витисене ытларах ĕçе кĕртме сĕнчĕ. Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов муниципаллă служащисен ĕç укçине ÿстерес, "Красное Сормово” ООО ертÿçи С. Иванов Яманакра Шетмĕ юхан шывĕ урлă кĕпер хывас ыйтусене çĕклерĕç. Ытти ыйтусем те пулчĕç. Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. Михаил Игнатьев 2013 çулта нумай ачаллă пур çемьене те çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерме, муниципаллă харпăрлăхри ирĕклĕ çĕрсене патшалăх регистрацийĕ урлă кăларма, пурăнмалли çурт-йĕре нумайрах ĕçе кĕртме, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма сĕнчĕ. Вĕрентÿ пирки уйрăммăн палăртса каларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн республикăри учительсен вăтам ĕç укçи 2013 çул вĕç-не19200 тенке çитмелле. "Ĕç укçине бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем паракан çăмăллăх-сен пахалăхне ÿстерме пысăклатаççĕ”, — терĕ Михаил Игнатьев. Халăхăн тупăшĕ ÿсни палăрать. Учительсен, воспитательсен, сывлăха сыхлас ĕç ĕçченĕсен ĕç укçи ÿсет, республика бюджетĕнче социаллă субсидисем тÿлеме укçа пăхса хăварнă. Предприниматель ĕçне лайăхлатмашкăн кирлĕ лару-тăру туса хурасси малта пулмалла. Районти кашни çыннăн пурнăç пахалăхне аванлатса пырасси — тĕп тĕллев.
И. Прокопьев |