«Хыпар» хаçат тĕпелĕн паянхи хăни - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков. Андрей Владимирович хăйĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тăван районпа, çуралнă кĕтеспе çыхăнтарнă. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен «Экономика теорийĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă хыççăн РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнче тăрăшма пуçланă. Пуçаруллă та хастар, тивĕçе тĕплĕн пурнăçлакан çамрăк специалист карьера пусмипе хăвăрт хăпарнă: аслă инспектор, кредит секторĕн, кăштахран Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн хушма офисĕн ертÿçи. 2012 çулхи кăрлачранпа - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ.
- Андрей Владимирович, район пĕлтĕр 85 çул тултарчĕ. Территорипе пысăках мар муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн, истори шайĕпе виçсен, кĕске тапхăр мар.
- Ку тĕрĕсех. ВЦИКăн 1935 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш АССРне районсене пайласси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уессемпе вулăссене пăрахăçласа админист
...
Малалла вула »