Июнĕн 25-мĕшĕнчи каç енне районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен балĕ пулчĕ. Ырă йăлапа вăл кăçал 18-мĕш хут иртрĕ.
130 ытла яшпа хĕр, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем малтанах Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентеш-паттăрсене асăнса Красноармейскинче çĕкленĕ монумент умне пухăнчĕç.
Кунти митинга район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев уçрĕ, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранне, районăн Хисеплĕ гражданинне М. Прохорова сăмах пачĕ.
— Паян сирĕншĕн савăнăçлă кун — алла вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестат илетĕр. Эпĕ те 17 çулта чухне вăтам шкул вĕренсе пĕтертĕм. Г. Е. Томасов директор пире "Июнĕн 22-мĕшĕнче çуллахи ярмарккăна килсен, аттестатсене кĕрсе илĕр”, терĕ. Çав кун хаяр вăрçă пуçланни, çĕр-шыв çине нимĕç эшкерĕсем тапăнса кĕни пирки хăрушă хыпар илтрĕмĕр. Тепĕр çулталăкран мана та фронта илчĕç. Хальхи почта çурчĕ вырăнĕ
...
Малалла вула »