ФоторепортажИюнĕн 25-мĕшĕнчи каç енне районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен балĕ пулчĕ. Ырă йăлапа вăл кăçал 18-мĕш хут иртрĕ. 130 ытла яшпа хĕр, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем малтанах Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентеш-паттăрсене асăнса Красноармейскинче çĕкленĕ монумент умне пухăнчĕç. Кунти митинга район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев уçрĕ, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранне, районăн Хисеплĕ гражданинне М. Прохорова сăмах пачĕ. — Паян сирĕншĕн савăнăçлă кун — алла вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестат илетĕр. Эпĕ те 17 çулта чухне вăтам шкул вĕренсе пĕтертĕм. Г. Е. Томасов директор пире "Июнĕн 22-мĕшĕнче çуллахи ярмарккăна килсен, аттестатсене кĕрсе илĕр”, терĕ. Çав кун хаяр вăрçă пуçланни, çĕр-шыв çине нимĕç эшкерĕсем тапăнса кĕни пирки хăрушă хыпар илтрĕмĕр. Тепĕр çулталăкран мана та фронта илчĕç. Хальхи почта çурчĕ вырăнĕнче ун чухне районти Культура çурчĕ ларатчĕ. Салтаксем вăрçа нумайăн кайнăран çар комиссариатне вырнаçаймастчĕç, вĕсене Культура çуртĕнчен ăсатчĕç. Вăрçă вăл кинофильмсенче кăтартнинчен хăрушăрах. Сирĕн унăн вут-хĕмне тек курмалла ан пултăр, — терĕ яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Михаил Прохорович. Унтан пухăннисем вăрçăра пуç хунисене сума суса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Вăтам шкул вĕренсе тухакансем малалла Ленин урамĕпе хăпарса Çĕнтерÿ паркне çитрĕç. Тĕп уяв кунта иртрĕ. Ăна вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем И. Валентиновапа О. Макарова йĕркелесе пычĕç. Вăтам шкул вĕренсе тухакансен вальсне ташланă хыççăн уявăн савăнăçлă пайне район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне А. Шестакова сăмах параççĕ. Андрей Владимирович Трак ен экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма çамрăксен ăс-тăнĕпе пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕпе вăй-халĕ питех те кирлине палăртрĕ. Яш-кĕрĕме вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, районăн Хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров та ыр сунчĕ. Унтан А. Шестаков вĕренÿре уйрăмах ăнăçусем тунăшăн Красноармейски вăтам шкулĕнчи Ксения Григорьевана, Кристина Семенована, Кристина Захарована, Еншик Чуллăри Анна Тихоновапа Мария Денисована тата Карайри Екатерина Кириллована — ылтăн, Пикшик вăтам шкулĕнчи Диана Степановапа Светлана Васильевана тата Карайри Ксения Порфирьевана кĕмĕл медальсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав çырăвĕсем пачĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе шкулсенчи педагогика коллективĕсене А. Григорьев тав сăмахĕ каларĕ. Унтан район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев "Лидер” номинацире палăрнисене — Ксения Моисеевапа Екатерина Харитонована (Трак шкулĕ), Екатерина Григорьевана (Мăн Шетмĕ), Лилия Ильинана (Карай), Сергей Александрова (Алманч), Елена Ильинана (Пикшик), Григорий Игнатьева (Упи) — чысларĕ. "Спортивная доблесть” номинаци çĕнтерÿçисем уйрăмах йышлăн — пурĕ 14-ăн, вĕсем çаксем: Иван Гаврилов, Анна Петрова, Алина Павлова, Анастасия Тимонова, Андрей Сорокин (Трак шкулĕ), Анжелика Мефодьева (Еншик Чуллă), Радим Титов (Мăн Шетмĕ), Владислав Данилов (Карай), Юрий Иванов (Алманч), Гордей Ильинпа Екатерина Никитина (Пикшик), Екатерина Волкова (Упи), Дмитрий Ильинпа Александр Назаров (Красноармейски вăтам шкулĕ). Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тата Красноармейски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ И. Корнилов чысларĕç. Андрей Владимирович кунпа пĕрлех Красноармейски тата Трак вăтам шкулĕсене стритбол вăййи валли спорт оборудованийĕ уйăрни пирки пĕлтерчĕ, сывă пурнăç йĕркине районта сарас енĕпе тимленĕшĕн И. П. Корниловпа А. П. Васильева тата "Богатырская сила” ОООна тав çырăвĕсем пачĕ. "Творческая личность” номинацире Трак шкулĕнчи Александра Николаева, Евгения Григорьева, Валерия Трофимова, Еншик Чуллăри Дария Ермолаева, Карайри Оксана Прохорова, Алманчри Ксения Егорова, Пикшикри Ксения Кузьминапа Кристина Игнатьева, Красноармейски вăтам шкулĕнчи Кристина Михайлова, Упири Александр Михайлов, "Эрудит” ятлинче Руслан Федоров (Трак шкулĕ), Радислав Васильев (Мăн Шетмĕ), Екатерина Грядовкина, Сергей Лукин, Кристина Семенова (Красноармейски вăтам шкулĕ) мала тухнă. Вĕсене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Владимирова тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Н. Ефимова чысларĕç. Кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе Карай вăтам шкулĕнчи Ксения Порфирьева тав сăмахĕ каларĕ. Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнчи Настя Никифорова çулталăк хушши Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче вĕреннĕ. Вăл сцена çинчен акăлчан чĕлхипе юрă парнелерĕ. Вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн президиумĕн членĕ Г. Юлмасова классен ертÿçисене — Л. К. Петрована, Ф. П. Петрована, Р. Г. Порфирьевана, Р. В. Андреевана, Н. А. Михайлована, Р. К. Яковлевана, С. Н. Пудовкинана, Е. Ф. Петрована, В. Н. Федорована тата Г. А. Ефимована — чысларĕ. Класс ертÿçисен ячĕпе Р. К. Яковлева сăмах каларĕ, яш-кĕрĕме ăнăçу сунчĕ. Чыславсем вăхăтĕнче юрă тăхтавĕсем пулчĕç. Вĕсене "Заволжский” клубри "Капельки”, "Апрель”, "Улыбка” ансамбльсем, уйрăм ытти юрăçсем шăрантарчĕç. Трак вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухакансем сыв пуллашу вальсĕ парнеленĕ хыççăн яш-кĕрĕм хăйсен шкулĕсене васкарĕ. Унта хĕрсемпе каччăсем алла аттестатсем илчĕç, ирхи шуçăма пĕрле кĕтсе илчĕç.
В. Данилов |