Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралса ӳснĕ Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александров Вячеслав Александрович (20.05.1929–05.10.2005) пурнăçăн ытларах пайне Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче пурăнса ирттернĕ.
Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, малтан Тусай ялĕнче колхоз ĕнисене çулталăк хушши пăхнăшăн медаль илме тивĕçлĕ пулнă, унтан ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан агрономра тăрăшнă — малтанах Тинĕсçум енĕнче, унтан Етĕрне районĕнче. 16 çул хушши агрономра тăрăшнă хыççăн ăна «Заветы Ильича» колхоз председателĕн пуканне шанса параççĕ, хуçалăх ертӳçин çăмăл мар лавне вăл мĕн пенси çине тухичченех 17 çул хушши туртнă. Колхоз территорийĕнчи чăн-чăн хыр вăрманĕсем халĕ уй-хире илем кӳреççĕ, мĕн чухлĕ йывăç ларттарнă вăл ертсе пынипе! Ял хушшине асфальт сарнă, культура, автовокзал çурчĕсем,
...
Малалла вула »