Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.
Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.
«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе т
...
Малалла вула »