Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.
Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.
«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене. Уява уйрăмах сăвă калакансем илем кӳчĕç — пĕчĕккисем те аслăрах класрисем те.
"Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке хăтлавĕнче Красноармейски шкулĕнчи "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем те парнене тивĕçрĕç - хăйсен хайлавĕсене кĕртнĕ авторсем ăна тÿлевсĕрех илчĕç. Пĕтĕмпе - 12 вĕренекен. Вĕсен ертÿçисем - Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Михайловсем, çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Аня Васильева вара Дипломпа Ухсай Яккăвĕн портретне тивĕçрĕ.Трак шкулĕнче вĕренекен Сергей Петров (ертÿçи И.Н.Антонова) çак конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл Дипломпа парне илнĕ хыççăн хăй конкурсра вуласа çĕнтернĕ сăввине те вуласа пачĕ.
Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ савăнтарчĕ. |