Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Карайра Трак районĕн кунĕ иртрĕ. Çак кун Карай тăрăхĕ çĕр-шывăн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасене тарават йышăнчĕ. Уяв район центрĕнче пуçланчĕ. Кăнтăрла райпон суту-илỹпе йăла çăмăллăхĕсен центрĕ умне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Ку çуртăн тулашне уяв чухнехи пек илемлетнĕ. Унăн путвала кĕмелли алăкĕ çине “Бархат” тесе çырса çапнă. Çакăнта кафе-бар ĕçлеме тытăнмалла ĕнтĕ. Савăнăçлă уява обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Л. Бардасова уçрĕ, райпо канашĕн председательне Р. Николаевана сăмах пачĕ.
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен