Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче регионсем хушшинче иртекен «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Трак енсем хăйсен арчи-çÿпçинчи капăр çи-пуçа халăха кăтартма пултарчĕç. Чăваш тумĕ вара чăннипех те капăр. Çав çипуçра халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, этикипе эстетики палăрса тăрать. Кашни капăрлăхĕ, кашни тĕрри-эрешĕ чунра лăпкăлăхпа мăнаçлăх çуратать. Кашни япали чăваш çыннин пултарулăхĕпе ăсталăхне, чун-чĕре пуянлăхне, сапăрлăхне кăтартать.
«Чăваш тумĕн ытамĕнче» конкурс-курава районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Антонина Никонорова) уçрĕ, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ, авалхи чăваш тумĕпе, капăрлăхĕпе илемлетрĕ.
Куравра ытларах авалхи тата хальхи маçтăрсем тĕрлесе илемлетнĕ хĕрарăм тата арçын кĕписем, сурпансем, масмаксем, тутăрсем, саппунсем, хушпу-тухья,
...
Малалла вула »