Фоторепортаж
Районти культура çуртĕнче, Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне халалласа, йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Вĕсене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, “Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕн” Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Д. Посадский, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р.Николаева саламланă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш ен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнланă. Пикесен ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики
...
Малалла вула »