Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен улттăмĕш созыври Пухăвĕн черетсĕр çирĕм иккĕмĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем И. Николаевпа В. Селиванов, район прокурорĕ Н. Муллин, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераци тата республика ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Трак енри вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем хутшăнчĕç. Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Унта тĕп ыйту — район администрацийĕн пуçлăхĕн С. Молотковăн заявленине пăхса тухасси пулчĕ. Сергей Львович хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулнă. С. Молотков кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулса заявлени çырнă. Вăл депутатсем умĕнче сăмах илсе, районшăн хăйпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçленисене чĕререн тав турĕ. Нумай ĕç тунă, анчах та пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Çитес тапхăрта район умĕнче питех те пысăк тĕллевсем тăнине — çитес çулхи пуш уйăхĕнче Раççей Президенчĕ
...
Малалла вула »