Республика кунне юлашки вунă-вун пилĕк çул хушшинче яллă вырăнта та ирттерсе пычĕç. Çапла тунин усси куç умĕнчех - уява йышăннă район центрĕсем пур енĕпе те хăтлăланчĕç: урамсем, çуртсем хитреленчĕç, çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç. Çитес çул Республика кунне Шупашкарпа пĕрле Красноармейски районĕ те йышăнĕ. Мĕнле паллă тăвĕç-ха ăна Трак тăрăхĕнче, мĕнпе асра юлĕ вăл? Çакăн пирки Красноармейски райадминистрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Рена Осиповăпа калаçрăмăр. Рена Михайловнăран çакна пĕлтĕмĕр: «Эпир, Трак енчисем, пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересшĕн, çапла пултăр тесе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртрăмăр. Паллах, вĕсене чăна çавăрма укçа-тенкĕ кирлĕ, - терĕ вăл. - Çапах çак ĕçсене тăвассине шантарса калатăп: Республика кунĕнче Именкассинче ФАП уçăпăр, районти тĕп культура çуртне тĕпрен юсăпăр, салари çулсене йĕркене кĕртĕпĕр, çуртсен, учрежденисемпе организацисен таврашне тирпейлĕпĕр тата Филипп Лукин композит
...
Малалла вула »