Республика кунне юлашки вунă-вун пилĕк çул хушшинче яллă вырăнта та ирттерсе пычĕç. Çапла тунин усси куç умĕнчех - уява йышăннă район центрĕсем пур енĕпе те хăтлăланчĕç: урамсем, çуртсем хитреленчĕç, çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç. Çитес çул Республика кунне Шупашкарпа пĕрле Красноармейски районĕ те йышăнĕ. Мĕнле паллă тăвĕç-ха ăна Трак тăрăхĕнче, мĕнпе асра юлĕ вăл? Çакăн пирки Красноармейски райадминистрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Рена Осиповăпа калаçрăмăр. Рена Михайловнăран çакна пĕлтĕмĕр: «Эпир, Трак енчисем, пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересшĕн, çапла пултăр тесе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртрăмăр. Паллах, вĕсене чăна çавăрма укçа-тенкĕ кирлĕ, - терĕ вăл. - Çапах çак ĕçсене тăвассине шантарса калатăп: Республика кунĕнче Именкассинче ФАП уçăпăр, районти тĕп культура çуртне тĕпрен юсăпăр, салари çулсене йĕркене кĕртĕпĕр, çуртсен, учрежденисемпе организацисен таврашне тирпейлĕпĕр тата Филипп Лукин композитор çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа уяв концертĕнче пысăк хор йĕркелĕпĕр». Район ертÿлĕхĕ Республика кунĕнче Трак ен çыннисене ку тăрăхри виçĕ музейпе те паллаштарасшăн. Çак тĕллевпе автобуссем ятарласа тара тытса халăха унта илсе кайса кăтартасшăн. Надежда СМИРНОВА ("Хыпар") |