Аслăрах ÿсĕмрисем армана çăнăх авăртма çÿренине астăваççĕ пуль-ха. Халĕ ун пек экспоната сайра курма пулать. Красноармейски районĕнчи Яманак ялне çитме сĕнетпĕр. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хута янă шыв арманĕ пур. Унашкалли республикăра пĕрре çеç упранса юлнă. Арман историйĕ кăсăклă. Ĕненетĕр-и: ку объекта тăвас шухăш тыткăна лекнĕ нимĕçсен пулнă, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Мари Элта ĕçленĕ. Хăйсен мастерне, пирĕн ентеше, пĕчĕк юхан шыв çинче пысăках мар гидроэлектростанци тума сĕннĕ. Лешĕ часах Чăваш Ене чертежсемпе тата расчетсемпе çитнĕ. +апла майпа Мăн Шетмĕ юхан шывĕ çинче гидроэлектростанци хута янă, Яманакри çуртсенче «Ильич лампочки» çунма пуçланă. Каярахпа, яла электричество пысăк электростанцисенчен çитсен, вырăнти ГЭС кирлĕ пулман. Унпа мĕнле усă курмалли меле часах шухăшласа тупнă - генератор вырăнне кăлтăртăк /жернова/ лартнă, ăна урăх вырăна куçарнă. Çапла гидроэлектростанци шыв арманĕ пулса тăнă. «Яман
...
Малалла вула »