![Сăн ÿкерчĕк]()
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2025 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнать. Кăçал çак ĕç 2026 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать, мĕншĕн тесен çак кун чăвашсен паллă поэчĕ, Трак тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ Нестер Кириллович Янкас поэт çуралнăранпа 117 çул çитет. Уяв ячĕпе Красноармейски Культура çуртĕнче лауреатсен пысăк концерчĕ пулать тата çĕнĕ лауреатсене чыслаççĕ.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти пултарулăх ĕçĕсемпе савăнтарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкер
...
Малалла вула »