Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 27 » “Çамрăклăх” — 15 çулта
“Çамрăклăх” — 15 çулта
22:28
Сăн ÿкерчĕк
Раштавăн 15-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче тулли мар яваплă "Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ” клубĕ çумĕнчи ачасен "Çамрăклăх” ("Юность”) халăх ташă ансамблĕн юбилейлă концерчĕ пулчĕ. Трак енре çеç мар, Раççейĕн нумай хулисенче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă, тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнă ачасен çак коллективне (кунта виçĕ ушкăн — кĕçĕннисен, вăтаммисен, аслисен) йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. 
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче "Çамрăклăх” çак тапхăрта утса тухнă çул-йĕрне кăтартакан ÿкерчĕксенчен пысăк стенд йĕркеленĕ. Çамрăк артистсен юбилейлă тĕп концертне курма килнисем унăн умĕнчен хăпма пĕлмерĕç тесен те йăнăш мар пулĕ. 
Журналист ĕçĕпе халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче йĕркелекен тĕрлĕ шайри мероприятисенче пĕрре çеç мар пулма тÿр килнĕ мана. Анчах та пĕр концерт-спектакле те, ытти курава та çакăн чухлĕ куракан пуçтарăннине астумастăп: концерт пуçланиччен чылай малтан çынсем вырăн йышăнма пуçларĕç, вăл пуçланас умĕн вара залта ларма çеç мар, тăма та вырăн юлмарĕ. Ку вăл Трак енре пурăнакансем — вĕтĕ-шакăртан пуçласа ватти таранах — ачасен "Çамрăклăх” халăх ташă ансамлĕн концерчĕсене тăтăшах çÿрени, çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăсăкланни çинчен каламасть-и-ха ? 
Кĕске историнчен. Ачасен "Çамрăклăх” ташă ансамбльне 1996 çулта йĕркеленĕ. Чи малтанхи кунсенченех коллектива Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. В. Федорова ертсе пырать. Паллах, çитĕнÿсен тĕп тупсăмĕ илемлĕх ертÿçинче пулнинче никамшăн та вăрттăнлăх мар. Надежда Васильевна ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ, республикăри культура училищин хореографи уйрăмне, каярах И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл яланах творчествăлла шыравра, хăй шутласа кăларнă тĕллевлĕ концепципе, кăмăл çирĕплĕхĕпе ĕçлесе пырать. Юлашки пилĕк çул хушшинче Н. Федоровапа пĕрле унăн вĕренекенĕ, çÿлерех асăннă училищăн хореографи уйрăмне тата ЧПУна аван паллăсемпе пĕтернĕ Татьяна Тян вăй хурать. 
Паян "Çамрăклăх” ансамблĕн виçĕ ушкăнне Красноармейски ялĕнче пурăнакан, ташă искусствине чунтан юратакан тата ăна парăннă 100 ытла ача çÿрет. Вĕсем тулли кăмăлпа тĕрлĕ халăх ташшисене куракан умне кăлараççĕ. Коллектив хăйĕн репертуарне тĕрлĕ номерсем кĕртсе кашнинчех наци культурин хăйне евĕрлĕхне (уйрăмлăхне) сыхласа хăварма тăрăшать.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. 2002 çулта ЧР Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пултарулăх шайне куллен ÿстерсе пынăшăн тата репертуарти тĕрлĕ енлĕхшĕн "Çамрăклăх” ансамбле "Халăх коллективĕ” хисеплĕ ят панă. Вун пилĕк çул хушшинче коллектив 100-е яхăн дипломсемпе грамотăсене тата тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Кунта пысăкрах шайри тупăшусенче çĕнтернисене асăнни те çителĕклĕ пулĕ. Туапсе хулинче иртнĕ "Орлята России” ятлă Раççей шайĕнчи конкурсра-ачасен пултарулăх фестивалĕнче 4 хутчен лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Шупашкарта республикăри 1-мĕш фестивальте-хореографи коллективĕсен "Яра пар!” конкурсĕнче (2005 ç.) "Чи лайăх чăваш ташши” ятарлă диплома илме пултарнă. Вăл — республикăн тĕп хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем” ятлă фестивалĕн нумай хут дипломанчĕ. Пултарулăх ансамблĕ 2006—2011 çулсенче Оренбургра, Хусанта, Геленджикра, Чул хулара иртнĕ "Газпром” ОАОн корпоративлă "Факел” пултарулăх фестивалĕсенче палăрнă, I тата II степеньлĕ дипломсене çĕнсе илнĕ. Асăннă фестиваль кăтартăвĕсемпе пирĕн ачасен темиçе номерне Нефть тата газ промышленноçĕнче ĕçлекенсен кунне халалласа çĕр-шывăн тĕп хулинче йĕркеленĕ тĕп уяв концерчĕн программине кĕртнĕ. Ачасен коллективĕ çавăн пекех "Российский Олимп-10” (Чул хула), "Весенние выкрутасы-2010” (Хусан), "Созвездие талантов”, "Цветы Чувашии”, "Вдохновение” (Шупашкар) ятлă пултарулăх конкурсĕсенче мала тухнă. "Çамрăклăха” Чăваш Енре çеç мар, Тутарстанра, Чул хула, Самара, Иваново облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче, Оренбургра, Белгородра, Мускавра аван пĕлеççĕ. Халĕ тата нумай çул хушшинчи творчествăри пултарулăхшăн, пысăк профессионализмшăн тата коллектива йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ май ансамль Францие кайса курма путевкăна тивĕçрĕ. 
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче икĕ сехете пынă юбилейлă концерта та ачасем питĕ тимлĕ хатĕрленнĕ. Репертуара ансамблĕн ылтăн фондне кĕртнĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Ахальтен мар куракансем кашни номерех ăшшăн йышăнчĕç. "Вырмара”, "Тăван Ен”, "Кăмпана” (чăваш ташшисем), "Девичий перепляс” (тутар), "Скамейка” (вырăс), "Раз, ковбой, два, ковбой” (украина), "Вяселуха” , "Бульба” (белорусси ), "Рио-рио” (ирланди), "Коричка” (гуцул), тĕрлĕ халăх ташшисене пухса йĕркеленĕ "Туслăх кăшăлĕ” ташăсем кураканăн чунне хăпартлантарчĕç. Ачасем кашни хусканăвах кĕвĕ çеммипе пĕр килтерни вĕсен пултарулăхĕ, професси шайĕ çÿллĕ шайра пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. "Петухи запели”, "Пингвины”, "Отважные муравьи”, "Краски”, "Вместе хором”, "Барбарики”, "Бобфост”, "Скоморохи”, "Надежная компания” ташăсем хыççăн куракансем чылайччен алă çупрĕç. Концерт пынă вăхăтра самантăн-самантăн "Çамрăклăх” альбомĕнчен, "Эпир — Францинче”, "Çамрăк артистсенчен илнĕ интервью” видеороликсем пăхма май килчĕ. Концерт репертуарне "Капельки” вокал ансамблĕн "Мир божий”, "Савнă Чăваш Ен”, "Юратнă Чăваш Ен”, "Вальс цветов” юррисене кĕртни те программăна чылай пуянлатрĕ. Концерта ансамбль "Детство” юрăпа вĕçлерĕ, ăна шăрантарма сцена çине пĕр харăссăн 102 ача тухсан, вăл мана пĕр-пĕр фестивале аса илтерчĕ. 
Ун хыççăн сцена çине "Заволжский” клуб директорĕ П. Владимирова тухрĕ. Полина Захаровна уява пухăннисене çак паллă кун ячĕпе саламланă май ансамбль историйĕпе те кĕскен паллаштарчĕ. "Çамрăклăх” ансамбле йĕркелесе ярас çĕрте Заволжски ЛПУМГ тытăмĕнче ĕçленĕ А. Слукин, В. Миронов, районти культура пайĕн ертÿçинче тăрăшнă В. Серафимов уйрăм тÿпе хывнă. Уява килнĕ ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т. Казакова, ЧР "Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕ” автономи учрежденийĕн директорĕ В. Бондарев, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри культура училищин вĕрентекенĕ Л. Нянина, кунти Л. Попова преподаватель, Шупашкарти ачасен "Сувар” ансамблĕн ертÿçи А. Музыкантов, ыттисем красноармейскисене сăмахпа та, сĕнÿ-канашпа та пулăшса пыраççĕ. Эпир сцена çине тухакан ачасен куçа йăмăхтаракан костюмĕсене курма хăнăхнă ĕнтĕ. Кашни ташă валли — уйрăм костюм. Чылай çул ĕнтĕ клуб администрацийĕ Шупашкарти Н. Ильина модельерпа, Л. Меркулова ертсе пыракан ательепе тачă çыхăнса ĕçлет. П. Владимирова тулли мар яваплă "Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешÿ филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн паянхи ертÿçисене хăйсене ăнланнăшăн, куллен пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
Уяв каçĕнче тулли мар яваплă "Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ ертÿçин çумĕ А. Анисимов, кунти профком председателĕ Я. Малинин сăмах илсе ÿссе çитĕнекен ăру шăпишĕн яваплă пулнине палăртрĕç, парнесем пачĕç, газ отраслĕн тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, кунти профсоюз комитетĕнче ĕçленĕ С. Мефодьева "Çамрăклăх” ансамблĕн иртнĕ кун-çулне тишкерчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В. Иванов ансамбль тата унăн ертÿçисен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, Трак енре ташă искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Тав çырăвне, парне пачĕ. "Трак ен” ентешлĕх ертÿçи А. Львов пирĕн тăрăх ĕлĕкех искусство çыннисемпе палăрса тăни, çакă "Çамрăклăх” ташă ансамблĕн концертне курсан тепĕр хут çирĕпленни çинчен каларĕ, ачасене торт парнелерĕ. Трак вăтам шкул директорĕн çумĕсем И. Федоровапа И. Николаева, Красноармейски вăтам шкул директорĕ С. Гаврилова, унăн çумĕ И. Кускова П. Владимирова "пепкесен иккĕмĕш амăшĕ” тесе, ачасен пултарулăхне пысăка хурса хакласа "сенкер экранпа” кăтартакан "Фабрика звезд” хамăр патăртах пуррине палăртрĕç, коллектив ертÿçисене чĕрĕ чечексем пачĕç. Уявра çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсем, ансамблĕн ĕнерхи вĕренекенĕсем ăшă сăмахсем каларĕç. 
Çапла ăшă кăмăллă, хаваслă иртрĕ "Çамрăклăхăн” юбилей концерчĕ.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 669 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024