Çĕнĕ 2010-мĕш Çула кĕнĕ ятпа саламлатăп Сире, тăвансем!
19:26
Урамра та кĕçĕр ытарми çанталăк, Çаврака çут уйăх çăлтăр кӳллинче. Кĕçĕр Çĕн çул каçĕ. Иртрĕ пĕр çулталăк. Хăнасем уявăн мăн кĕрекинче. Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар, Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа Çĕн Çула чыслар.
Пурнăç хăмăтне халь талпăнса туртмашкăн Çăмăл мар кирек кама та, çăмăл мар. Икĕ ал валли те кирлĕ ĕç тупмашкăн Тӳр килет тăкмашкăн сахал мар-çке тар. Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар. Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа Уява чыслар.
Ерипен пулин те пурнăçа кĕрсен Кăмăл-туйăм йĕнерленĕ ĕмĕтсем. Икĕ алăра юратнă ĕç пулсан Пурăнатпăр-ха, пурăнатпăр, тусăмсем! Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар. Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа. Çĕн Çула мухтар. \\Анатолий Чебанов//
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен