Ял тăрăхĕсен вырăнсенчи ыйтусене татса парас çĕрти активлăхне хăпартас тĕллевпе экономика ăмăртăвне йĕркеленĕ.
Пĕлтĕрхи кăтартусемпе çĕнтерÿçĕсем паллă ĕнтĕ. Пĕрремĕш вырăнта — Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ (администраци пуçлăхĕ П. И. Николаева). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене красноармейскисемпе кĕçĕншетмĕсем тивĕçнĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн çак кунсенче иртнĕ черетлĕ вун виççĕмĕш ларăвĕнче вĕсене дипломсемпе чысланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн А. В. Шестаковăн йышăнăвĕпе малтисене кунсăр пуçне 50 пин — 30 пин — 20 пин тенкĕ укçан премисем те панă.
Ял тăрăхĕсен (вĕсем районта пурĕ 9) экономика ăмăртăвне кăçал та йĕркелесе ирттерме палăртнă.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен