Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » Тĕп вырăнта — çынсемшĕн ĕçлесси ("Ял пурнăçĕ")
Тĕп вырăнта — çынсемшĕн ĕçлесси ("Ял пурнăçĕ")
18:30
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, тунти кун район хăй тытăмлăх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров йĕркелесе пынăскере асăннă канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç, пĕтĕмпе 4 ыйту тишкерчĕç. 
1. Экономикăпа социаллă пурнăç мĕнле аталанать?
Ларура район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ кăçалхи I çур çулта епле пулнипе район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова паллаштарчĕ. "Харпăр хăй продукцине ăсатассин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен — 31, 2 , ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ — 5,2, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парасси 2, 7 процент ÿсрĕ", — палăртрĕ Ангелина Васильевна. Пур шайри бюджетсене 47,2 миллион тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 12,4 процент ытларах пырса кĕнĕ. Халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ I çур çулта 480 миллион тенкĕпе танлашнă е 2009 çулхи ку тапхăртинчен 15,3 процент нумайланнă. Çĕнĕрен 8 предприятине шута илнĕ. Тĕп капитала хывнă инвестицисем 96,7 миллион тенкĕ пулнă, çав шутран 66,5 миллионне уйрăм çуртсем тума янă, Алманч ялĕнчи автомобиль çулне реконструкцилеме — 4,3 миллион, кунти кану çуртне тĕпрен юсама —316 пин, Алманчри ФАПра тата вăтам шкулта юсав ĕçĕсем пурнăçлама — 486 пин тата 210 пин, халăх пултарулăхĕн районти çуртне çĕнетме 581 пин тенкĕ хывнă, ял хуçалăх техники туянма 20,7 миллион тенкĕпе усă курнă. Суту-илÿ обăекчĕсем çĕнĕрен уçма, реконструкцилеме тата оборудованисем туянма 3 миллиона яхăн тенкĕ кайнă. Пĕтĕмпе уйрăм 36 çурт (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5545 тăваткал метр) хута янă, Алманч ялĕнчи компактлă строительство ĕçĕсене вĕçленĕ, халăх пултарулăхĕн районти çуртне тĕпрен юсама пуçăннă.
А. В. Михайлова хăйĕн сăмахĕнче çавăн пекех тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ, вĕсем — уй-хирти мĕн пур ĕçе йĕркеллĕ вĕçлесси, уйрăм çынсен тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси, обăектсене хутмалли çĕнĕ тапхăра тивĕçлипе хатĕрлесе çитересси, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, Красноармейскинчи Г. Степанов урамĕнчи 12 хваттерлĕ çурта тăвассине, Тусай ялне çитерекен çула юсассине вĕçлесси тата ытти те.
2. Çĕрпе туллин усă курмалла
"Кăçал усă курман 294 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку тĕллевпе республика тата район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ те уйăраççĕ", — пĕлтерчĕ ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Платонов. Виталий Николаевич каланă тăрăх çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 115 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă. Унсăр пуçне тата 131 гектар çĕр çинче агротехникăлла ĕçсем пурнăçланă. Ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем малтанлăха тишкернĕ тăрăх, усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем тата 2000 ытларах гектарпа танлашаççĕ. Карай ял тăрăхĕсĕр пуçне ыттисенче ку енĕпе вăй хумалли, тар тăкмалли самаях-ха. В. Н. Платонов райпо канашĕн председателĕн А. И. Дмитриеван тĕш тырă пахалăхне сертификацилессипе çыхăннă тата Ю. В. Степановпа Н. И. Антоновăн ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
Ку ыйтупах тунă йышăнура ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курнин мониторингĕн итогĕсене çитес ларура пăхса тухма кирлине те кăтартса хăварчĕç.
3. Учитель çулталăкĕ çинчен Указа пурнăçласа
Çак енĕпе ирттерекен мероприятисем мĕнле пулса пыни пирки пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев информаци пачĕ. "Вĕсем ятарлă планпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ", — терĕ Юрий Алексеевич. Çур çулта ĕç ушкăнĕн 3 ларăвне ирттернĕ. Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче Учитель çулталăкне Трак енре савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Педагогсен 69 проценчĕн харпăр хăй web-страницăсем пур, вĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Район администрацийĕн сайчĕ çинче информатизаци секторĕн заведующийĕ В. Т. Никифоров пулăшу кÿнипе "Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ" баннер уçнă (Виталий Михайлович Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет — В.Д.), Упи шкулĕнчи ют чĕлхесен учителĕ А. С. Никифорова кунтах акăлчан чĕлхипе "Трак ен" баннер тытса тăрать (унпа ку таранччен 13 пин ытла çын паллашса ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ — В. Д.). Районти 7 учитель республикăри конкурса хутшăннă, Зинаида Петровнапа Виталий Михайлович Михайловсем (КСШ-2-рен) 50-шар пин тенкĕне тивĕçнĕ.
Юрий Алексеевич çак евĕр ырă тĕслĕхсене татах та татах илсе кăтартрĕ, наци вĕрентĕвĕн "Пирĕн çĕнĕ шкул" пуçарăвне пурнăçа кĕртессипе професси ăсталăхĕпе пултарулăх вăй-хăватне аталантарассипе педагогика коллективĕсем умĕнче тăракан задачăсене те çутатрĕ.
4. Ĕçсĕррисен йышĕ чакать
Ларура кун йĕркине кĕртнĕ 4-мĕш ыйтупа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ И. М. Козлов сăмах илчĕ. "Кăçалхи пуш уйăхĕнчен ĕçсĕррисен шута илнĕ йышĕ 25, 3 процент чакрĕ, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 174 çынпа танлашрĕ. Шута илекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5 -рен 1,8 процента çити пĕчĕкленчĕ. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче центра 627-ĕн е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 76 проценчĕ чухлĕ пынă. Эпир пулăшнипе 426-ăн ĕç тупнă (2009 çулта 415-ĕн пулнă). Обществăлла ĕçе явăçтарнисен йышĕ 96, 6 процент ÿснĕ, 7 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çул çитмен 137 çамрăка вăхăтлăх ĕçе явăçтарнă, професси вĕрентĕвĕ илме 41 çынна (пĕлтĕр 29) янă, профориентаци çăмăллăхĕсене 661 çын илнĕ е иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 124 процент", — терĕ Иван Михайлович.
Вăл федераллă бюджетран ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелештермелли республикăри программăна пурнăçа кĕртме паракан субсиди укçи-тенкипе усă курасси кирлĕ хăвăртлăхпа пыманнине те палăртрĕ, ытти чăрмавсене, вĕсенчен хăтăлмалли çул-йĕре те асăнчĕ, "ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприяти-организаци ертÿçисен Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен" Законне çирĕппĕн пăхăнса пымалла", — терĕ. Çапла, пуçлăхсен ĕçĕнче чи кирли яланхиллех çынсемшĕн тимлесси пулмалла.

В. Данилов
Миçе çын пăхнă: 675 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (31.08.2010 16:01) [Материал]
Ял хуçалăх кооперативĕсемпе артелĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси районта ырă йăлара.
Акă, кăçалхи I çур çулхи итогсемпе çĕнтерÿçĕсен йышне "Красное Сормово” (ертÿçи Т. Н. Иванова, пĕрремĕш вырăн), "Шатьма” (В. Г. Васильев, иккĕмĕш) пĕрлешÿсемпе "Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕ (И. М. Петров, виççĕмĕш) кĕнĕ. Çавăншăн ку хуçалăхсене I—II—III степеньлĕ дипломсемпе чысланă, ертÿçисене вара 3000—2000—1000 тенкĕ укçан парса хавхалантарнă.
Ял экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе çавăн пекех "Волит” пĕрлешÿпе (ертÿçи В. И. Петров) "Янмурзино” ЯХПК (Э. В. Петров) лайăх ĕçлесе пынине палăртнă.

Д.Викторов


Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024