Çитес эрнере, шăматкун, пушăн 23-мĕшĕнче çулсерен ирттерекен «Чăваш пики – 2013» илем ăмăртăвĕ иртĕ. Хитре пикесем кăçал Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче пухăнĕç, пуçламăшĕ 18 сехетре. Йĕркелекенсем: Чăваш наци конгресĕ, çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕ. Пулăшаканĕ: Чăваш Республикин культура тата национальноçпе тата архив ĕçĕсен министерстви. Илем ăмăртăвне 17–25 çулхи хĕрсем хутшăнаççĕ. Вĕсем пурте — районсемпе хула шайĕнчи илем конкурсĕсенче мала тухнă хĕрсем. Ăмăртăва хутшăнакансен тупăшăвĕ 5 тапхăртан тăрать: «Паллаштару», «Ăс-тăн конкурсĕ», «Пултарулăх конкурсĕ», «Чăваш апачĕ», «Чăваш çи-пуçĕ». Яланхи пекех чи маттур ултă пикене уйăрса илĕç: Чăваш пики, Вице-чăваш пики, Хӳхĕм пике, Çепĕç пике, Ăс пике, Куракансем кăмăлланă пике. Асаилтерме: «Чăваш пики – 2012» ята пĕлтĕр Муркаш районĕн хĕрĕ Елена Порфирьева çĕнсе илнĕччĕ. Çавăн пекех Канаш районĕнчи Лариса Яковлева («Вице-чăваш пики – 2013»), Тăвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кăмăллана пике») хăйсене маттур кăтартнăччĕ. Ыйтса пĕлмелли инçесас номерĕ: 62–35–61.
|