Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 27 » Станислав Трофимов: «Чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, ырă ĕç туни»
Станислав Трофимов: «Чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, ырă ĕç туни»
23:11
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Енре доброволецсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Хальхи вăхăтра республикăра 1,5 пин команда ĕçлет, вĕсенче 42 пин ытла волонтер /ку - Чăваш Енре пурăнакан хĕрсемпе яшсен 14,6%/. Район-хулари волонтерсем ял тăрăхĕсенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене йĕркеленĕ çĕре, донорлăх программисене тата ытти мероприятие хастар хутшăнаççĕ, çав шутра, паллах, конкурссене те. Акă раштав уйăхĕнче республикăн йăлана кĕнĕ конкурсне - «Чăваш Ен доброволецĕ - 2013» - пĕтĕмлетнĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртнĕ. Куçăн майпа иртнĕ тапхăрта конкурсантсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă, социаллă проекчĕпе паллаштарнă.
«Доброволецсем - планета валли» номинацире чĕр чунсене, тăван тавралăха хÿтĕлес тата синкер сиенĕсене пĕтерес ĕçе хастар хутшăннăшăн Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕ, регионсен хушшинчи «ЭКА» общество экологи организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Станислав ТРОФИМОВ çĕнтернĕ. Вăлах тĕп парнене - гран-прие - тивĕçнĕ. Маттур яшпа, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕпе /2012 çулшăн/ тĕл пулсан студент хатĕрленĕ социаллă проект, волонтер ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти тавра калаçрăмăр.
- «Чăваш Ен доброволецĕ» конкурса эпĕ кăçал пĕрремĕш хут, «Хăвăн йывăçна ларт» проектпа, хутшăнтăм, - терĕ Станислав. - Асăннă акцие 2013 çулта эпир «ЭКА» организаципе икĕ хут йĕркелерĕмĕр: çу тата юпа уйăхĕсенче. Атăл леш енче - унта 2010 çулта вăрман пушарĕсем алхаснă - йывăç лартма палăртрăмăр. Акци ирттересси пирки Интернет урлă маларахах пĕлтертĕмĕр, хамăрăн юлташсене, пĕлĕшсене чĕнтĕмĕр. Вăрман пушарĕ мĕн тери пысăк сиен кÿнине, çакăншăн чылай чухне этем айăплине нумайăшĕ ăнланчĕ, çавна пулах çу уйăхĕнчи акцие 100 доброволец хутшăнма кăмăл турĕ. Эпир ун чухне пĕтĕмпе 25 пин йывăç лартрăмăр. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче акци пуласси пирки те 10 кун маларах пĕлтертĕмĕр. Иккĕмĕш хутĕнче 200 çын килчĕ, пурте пĕрле 30 пин хыр лартрăмăр. Паллах, ытти чылай акцие те хутшăнтăмăр. 

- «ЭКА» организаци пирки тĕплĕнрех пĕлес килет...

- «ЭКА» симĕс юхăм пирĕн республикăра 1,5 çул каялла йĕркеленчĕ. Ертÿçи - Александр Воробьев, эпĕ унăн çумĕ. Регионсен хушшинчи организацин уйрăмне хамăр республикăра туса хурас енĕпе нумай тăрăшрăмăр. Халĕ пирĕн юхăмăн кăсăклă программăсем, проектсем пур. Акă «Симĕс шкулсенех» илер. Унпа килĕшÿллĕн эпĕ юпа-чÿк уйăхĕсенче Шупашкар хулин Ленин районĕнчи пĕтĕм шкулта экоуроксем ирттертĕм. Вĕренекенсемпе йывăç та лартрăмăр. Ку ĕçе çуркунне малалла тăсăпăр. Унсăр пуçне эпир субботниксем йĕркелетпĕр. Чи пысăкки ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Бауман вăрманĕнче иртрĕ. Унта 830 çын хутшăнчĕ, пĕтĕмпе 700 ытла михĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр пуçтартăмăр. Атăл çыранĕсене тасатмашкăн 500 çын килчĕ.
Кăçал мана «Блогер çÿп-çапа хирĕç» тата «Тăватпăр!» акцисен координаторĕ пулма шанчĕç. Вĕсем - Пĕтĕм Раççей акцийĕсем, 220 хулара кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕç. Маларахри çулсенче Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнчи вăрмана тасатнă. 2013 çулта акцие анлăлатас терĕмĕр. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Гузовский ращи» паркĕнче, 14-мĕшĕнче харăсах икĕ çĕрте - маларах асăннă культура керменĕ çывăхĕнчи тата Бауман вăрманĕсенче субботник - ирттертĕмĕр. Ун чухне Етĕрнере, Красноармейскинче, Çĕнĕ Шупашкарта та çакнашкал акцисем йĕркеленĕ. Икĕ кунра пĕтĕмпе 1,5 пине яхăн çын хутшăнчĕ, 4 пин миххе яхăн ăпăр-тапăр пуçтартăмăр. Пĕтĕм Раççейри координаторсен конкурсĕнче эпĕ 2-мĕш вырăн йышăнтăм. 

- Районсенче те субботниксем ирттеретĕр апла?

- Яллă вырăнсенче те ирттеретпĕр паллах. Кăçал эпир район-хулара «ЭКА» симĕс юхăмăн штабĕсене туса хутăмăр, хальлĕхе 8 çĕрте: Етĕрнере, Канашра, Красноармейскинче, Çĕмĕрлере, Куславккара, Патăрьелте, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта. Эпир районсене тăтăшах тухса çÿретпĕр, симĕс юхăм пирки каласа кăтартатпăр. Штаб ертÿçисене сĕнÿ-канашпа пулăшатпăр. Вăхăт иртнĕçемĕн ытти район-хулара та «ЭКА» штабĕсене туса хурас тетпĕр.

- Нумаях пулмасть эсир кивĕ батарейкăсене пуçтарас енĕпе ятарлă акци йĕркеленине пĕлетĕп. Çак шухăш хăçан çуралчĕ?

- Тахçанах. Усă курнă батарейкăсене нумайăшĕ çÿп-çап витрине е урама кăларса пăрахать. Унти сиенлĕ япаласем вара тăван тавралăха, каярахпа çын сывлăхне япăх витĕм кÿреççĕ. Сăмахран, пĕр батарейка 400 литр шыва тата 20 тăваткал метр тăпрана сиенлĕ компонентсемпе варалать. Çакна шута илсех Шупашкарта 5 çĕрте, управляющи компанисен никĕсĕ çинче, усă курнă батарейкăсене пуçтараççĕ. Анчах кун пирки нумайăшĕ пĕлмест. «ЭКА» юхăмăн «Разряжайся» текен программа пур. Эпир раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ умĕнче усă курнă батарейкăсемпе кивĕ карас телефонĕсене йышăнтăмăр. Ун пирки те Интернет урлă пĕлтертĕмĕр. Хулара пурăнакансене меллĕрех пултăр тесе эпир çакнашкал акцие Шупашкарăн ытти районĕнче те йĕркелесшĕн. «ЭКА» организаци Челябинскри заводпа калаçса татăлнă, вĕсем пирĕнтен кивĕ батарейкăсене тÿлевсĕрех йышăнма хатĕр. Сăмах май, районсенчи штабсем ку акцие хастар хутшăнаççĕ. Акă Етĕрнесемпе Канашсен 800-шер батарейка пуçтарăннă. Çĕмĕрлесен - 1800, вĕсем шкулсенче ятарлă ешчĕксем вырнаçтарнă. Етĕрнери 5 шкул пĕр-пĕрин хушшинче хăйне евĕрлĕ ăмăрту йĕркеленĕ: хăшĕ ытларах пухать? Ку енĕпе малалла та ĕçлĕпĕр.

- Станислав, эсĕ юридици факультетĕнче вĕренетĕн. Тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕшĕн нумай тăрăшатăн, апла тăк мĕншĕн-ха пурнăçна экологипе çыхăнтарас темерĕн?

- Юриспруденци мана яланах кăсăклантарнă, халĕ те интереслентерет. Экологи пирки калас тăк - вăл манăн чун туртăмĕ. «ЭКА» юхăмри хастарсен нумайăшĕн экологи енĕпе ятарлă пĕлÿ çук, çапах ку тăван тавралăхшăн тăрăшмашкăн пĕрре те кансĕрлемест. Пирĕнпе пĕр шухăшлисен йышĕ ÿссех пыни савăнтарать. 1,5 çулта эпир команда йĕркелеме пултартăмăр. «ЭКА» уйрăмĕ 45 регионта пур, малтанхи тапхăрта эпир рейтингра юлашки вырăнтаччĕ, çур çултан 23-мĕшне çитрĕмĕр. Кăçал çулла вара 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакă - пирĕншĕн чи пысăк çитĕнÿ. 2013 çулта «Селигерта» пултăм, çамрăк экологсен форумне хутшăнтăм. Чăваш Енре иртекен «МолГород» форумра 2 çул ĕнтĕ энерги перекетлемелли тата экологи кунне, çавăн пекех курав йĕркелерĕмĕр. Экспертсем те килчĕç, çав шутра Раççейри «ЭКА» юхăмăн ертÿçи Марина Кокорина та пулчĕ. Кăтартусемпе кăмăллă эпир, мĕншĕн тесен çак мероприятисене çамрăксем йышлăн килсе курчĕç.
Волонтерсем, пĕлетĕр ĕнтĕ, тÿлевсĕрех ĕçлеççĕ. Вĕсемшĕн чи кирли - кăтарту. Акă çуннă вăрмана тасатма кайнине илер. Пушара пула çунса кăмрăкланнă йывăçсене, йĕри-тавра йăваланса выртакан ăпăр-тапăра курсан чун ыратать. Çав территорие тасатсан, тирпей-илем кĕртсен вăл куçа илĕртме пуçлать, чĕрере вара савăнăç хуçаланма тытăнать: эсĕ ку ĕçе хăвăн аллупа тунă-çке. 

- Маларах асăннă конкурс патне таврăнар-ха. Çакнашкал тупăшусем хăш енĕпе пулăшаççĕ?

- «Чăваш Ен доброволецĕ» конкурс унта хутшăнакансемшĕн тупăшу пек туйăнмасть, мĕншĕн тесен эпир пурте ырă ĕç тăватпăр. Маншăн çакнашкал конкурссем - хампа пĕр шухăшлисемпе тĕл пулмалли сăлтав, кăсăклă проектсемпе паллашмалли меслет. Çавăнпа чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, ырă ĕç тăвасси.

- Волонтер пулнипе çеç çырлахмастăн-ха, ытти çĕре те ĕлкĕретĕн.

- Эпĕ Шупашкар хулин Калинин районĕнчи Çамрăксен правительствин членĕ. Кăçал тăван районта - Красноармейскинче - маттур хĕрсемпе яшсене пĕр çĕре пухса Çамрăксен правительстви туса хума май килчĕ. Трак енрех мана «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» «Çамрăк гвардийĕн» председателĕ пулма шанчĕç. Унсăр пуçне депутатсен районти Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен палатине ертсе пыратăп, çавна май тăван тăрăхра час-часах пулатăп.

- Хăвна ăслăлăх ĕçĕ кăсăклантарнине те палăртрăн. Халĕ эсĕ 4-мĕш курсра вĕренетĕн. Диплом илсен Чăваш Енрех юлас тетĕн-и?

- Малашлăх пирки шухăшлатăп паллах. Диплом илсен аспирантурăна каяс ĕмĕт пур. Вĕренсе пĕтерсен хăшĕ-пĕри пек лайăх пурнăç шыраса Мускава та, Питĕре те çул тытас килмест. Эпĕ хамăн тăван района таврăнасшăн. «Ăçта çуралнă - çавăнтах кирлĕ пулнă», - теççĕ вĕт. Диплом илсен, карьера тусан çемье çавăрасшăн.

- Çамрăксене мĕн калас килет?

- Вĕсене те, аслăрах çултисене те тăван тавралăх, хамăр планета тĕлĕшпе яваплăрах пулма чĕнсе калас килет. Кунта пирĕн хамăрăн пурăнмалла-çке. Вăл - пирĕн чи пысăк пуянлăх, эппин, ăна упрамалла, унăн тăрăмне лайăхлатма ăнтăлмалла.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА калаçнă
Миçе çын пăхнă: 572 | Кам хушнă: demonics21 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024