Паян Чăваш Енри нумай çамрăк ĕç шыраса Мускава, Питĕре е тата ытти хулана тухса каять. Ĕç укçи тивĕçтерменнипе çыхăннă ку. Красноармейски районĕн Çамрăксен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх - кунта, ытти районпа танлаштарсан, ĕçлекен çамрăксен йышĕ 50% таран. Сăлтавĕ - салара газ уçлакан станци тата строительство тăмĕн завочĕ пурри. Район администрацийĕнче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те çамрăк специалистсем вăй хураççĕ.
Красноармейскинче Алексейпе Надежда Николаевсен çемйине пĕлмен çын çук пулĕ. Вĕсем 2008 çулта районти «Чи пултаруллă çемье» конкурсра çĕнтернĕ. Надежда - «Çеçпĕл» ача сачĕн музыка вĕрентекенĕ, Алексей - газ уçлакан станци машинисчĕ. Çавăн пекех вăл «Заволжский» клубăн «Раштав» ансамблĕнче мусăкçăра тăрăшать. Çĕр чăмăрĕнчи хăш вырăна кăна çитмен-ши ку ушкăн?..
«Çеçпĕл» ача сачĕн ертÿçи Тамара Иванова пĕлтернĕ тăрăх - Надежда Николаева ĕçлеме тытăннăранпа садикри пурнăç чылай лайăхланнă. Костюм нумайланнă, музыка ертÿçи вĕсене хăех ăсталать. Уявсене
...
Малалла вула »