Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 9 » “Юрату кăвайтне вут хурсах тăратпăр”
“Юрату кăвайтне вут хурсах тăратпăр”
21:48
Сăн ÿкерчĕк
Паян Чăваш Енри нумай çамрăк ĕç шыраса Мускава, Питĕре е тата ытти хулана тухса каять. Ĕç укçи тивĕçтерменнипе çыхăннă ку. Красноармейски районĕн Çамрăксен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх - кунта, ытти районпа танлаштарсан, ĕçлекен çамрăксен йышĕ 50% таран. Сăлтавĕ - салара газ уçлакан станци тата строительство тăмĕн завочĕ пурри. Район администрацийĕнче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те çамрăк специалистсем вăй хураççĕ.
Красноармейскинче Алексейпе Надежда Николаевсен çемйине пĕлмен çын çук пулĕ. Вĕсем 2008 çулта районти «Чи пултаруллă çемье» конкурсра çĕнтернĕ. Надежда - «Çеçпĕл» ача сачĕн музыка вĕрентекенĕ, Алексей - газ уçлакан станци машинисчĕ. Çавăн пекех вăл «Заволжский» клубăн «Раштав» ансамблĕнче мусăкçăра тăрăшать. Çĕр чăмăрĕнчи хăш вырăна кăна çитмен-ши ку ушкăн?.. 
«Çеçпĕл» ача сачĕн ертÿçи Тамара Иванова пĕлтернĕ тăрăх - Надежда Николаева ĕçлеме тытăннăранпа садикри пурнăç чылай лайăхланнă. Костюм нумайланнă, музыка ертÿçи вĕсене хăех ăсталать. Уявсене ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те, садик ĕçченĕсене те хутшăнтарать. Кăçал Надежда тăрăшнипе «Çеçпĕл» садик районта иртнĕ «Ладушки» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă. Надежда ĕçре техника хатĕрĕсемпе анлăн усă курать, ноутбукпа проектор садикри мероприятисенче яланах пур. 
- Юрă-ташă, театр постановкисем лартать, ачасем ăна питĕ юратаççĕ, ăнланаççĕ те итлеççĕ. Надежда Борисовна çĕнĕ методикăпа усă курать. Кĕске вăхăтрах ят-сум çĕнсе илме пултарчĕ. Ытти садик ĕçченĕсем: «Сире музыка вĕрентекенĕпе ăнчĕ», - тесех тăраççĕ, - пĕлтерчĕ ача сачĕн ертÿçи. 
Надежда Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере пиллĕкмĕш ача. Аслисем ывăлсем пулнăран вăл, питĕ кĕтнĕскер, Пĕтĕм тĕнчери юратакансен кунĕнче - нарăсăн 14-мĕшĕнче - çут тĕнчене килнĕ. Алексей вара Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл баян калама 3-мĕш класран Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре, 9-мĕш класран Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче вĕреннĕ. 
Надежда та пĕчĕкренех юрлама, ташлама юратнă. Тĕкĕр умĕнче тура тытса юрă шăрантарнине манман-ха вăл. Артистка пулма ĕмĕтленнĕскер Хĕрлĕ Октябрь вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкара çул тытнă. Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне кĕнĕ. Шăп çав вăхăтрах пиччĕшĕ Николай салтакран килнĕ, вăл та ку училищĕре пĕлÿ пухнă. Пулас мăшăрне Алексее Надя училищĕре тĕл пулнă. Каччă Надьăна курсан çапла шухăшланă: «Мĕнле хĕр пулчĕ ку? Пĕрремĕш курсрах каччăсем патне чупать». Коля унăн савнийĕ тесе шухăшланă вăл. Нарăсăн 14-мĕшĕнче Надя çуралнă кунне уявланă. Ташă каçне тухсан Алексейпе иккĕшне юлташ хĕрĕсем паллаштарнă. Вĕренÿ çулталăкĕ вĕçленсен, çĕртме уйăхĕнче, каччă салтака кайнă. Хĕр ăна икĕ çул кĕтнĕ. Пĕр-пĕрин патне вĕсем хитре çырусем шăрçаланă. 
Надежда училище дипломне илсен пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна кайнă, театр специализацине вĕреннĕ. Алексей вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка факультетĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ илнĕ. 1-мĕш курс хыççăн Надеждăпа Алексей туй кĕрлеттернĕ. Хĕрĕн ăсталăхĕ ку уявра та палăрнă. Надя тутăр çыхнă та кинемей пек тумланса çынсемпе пĕрле каччă хĕр шыранине сăнанă. Пурте шыраççĕ, тупаймаççĕ. Каччă каялла кайма тăнă ĕнтĕ, хĕр малтанах çыру хатĕрленĕ: «Эпĕ çакăнтах, лайăхрах шыра». Каччă енчи автобуса кĕнĕ чухне Надьăна Лешăн тăванĕ асăрханă, йĕкĕт ăна йăтса пÿрте илсе кĕнĕ. Хĕр сĕтел хушшине кĕрен тĕслĕ кĕпепе ларса халăха тĕлĕнтернĕ. 
3-мĕш курс хыççăн куçăн мар майпа вĕренме тытăнсан Надя Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче халăх театрĕн методистĕнче, каярахпа режиссерта ĕçленĕ. «Çамрăк пулин те яваплă çак ĕçре вăй хурать», - тĕлĕннĕ çынсем. Надежда клубра ача-пăча пултарулăх кружокĕсене 7 çул ертсе пынă. Пĕрремĕш çулхинех Надьăпа Алексей вăрçă тематикипе çыхăннă конкурсра спектакль лартнă. Мăшăрĕпе пĕрле «Лантăшсем» спектакльре тĕп сăнарсене калăпланă, пьесăна çамрăк режиссер вырăсларан хăех куçарнă, район тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Надежда кăçал культура çуртĕнче ĕçлеме пăрахнă. «Çыннăн кашни 5 çулта ĕç вырăнне улăштармалла, унсăрăн интерес пĕтет», - шухăшлать вăл. 
- Пĕчĕк чухне сочинени çырнăччĕ: «Ÿссен юрăç пулăп». Халĕ пĕчĕккисене юрлама вĕрентетĕп. «Заволжский» клубра кашни уяв валли тĕрлĕ темăллă юрăсем çыртартăм, - калаçу çăмхине сÿтрĕ музыка вĕрентекенĕ. - Пĕр харăс икĕ тилхепе тытса пынă май пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ, çĕнĕ ĕçе хăнăхма методика пособийĕсем пулăшрĕç. Интернетри материалсем те ачасем патне пĕрремĕш утăмсем тума май пачĕç. Çитес вăхăтра ачасене чăваш халăх культурипе паллаштарас, ăна сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртрăм. 
Надеждăпа Алексей Красноармейскинче хваттерте пурăнаççĕ, çулла хăйсен çĕр лаптăкĕнче пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кăçал кунта дача та хăпартнă. Пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ. Çемье вучахĕн управçи хĕрарăмăн чи пысăк тивĕçне çитес вăхăтрах пурнăçа кĕртме ĕмĕтленет. Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
- Психологсем çемье тĕрлĕ тапхăрта кризиса лекме пултарни пирки асăрхаттараççĕ, пирĕн çемье карапĕ те çил-тăвăла лекни пĕрре мар пулнă. Хирĕçле лару-тăру сиксе тухсан хушăмăрта тем сарлакăш тарăн çырма выртнăн туйăнать. Вăл пĕр, эпĕ - тепĕр енче. Çулсем уйрăлса каймалла пек, анчах хĕвеллĕ пĕр кун çырма тепĕр енче тăракан, сана çур сăмахран ăнланма хăнăхнă çынсăр пурăнма çуккине ÿпкере сывлăш çитмен евĕрех туятăн. Çемье ăшшине сыхласа хăварас тесен, манăн шухăшпа, кутăнлăхпа мăн кăмăллăха çĕнтерсе ăслă çынсен сăмахне аса илни усăллă. Мăшăр чуста мар, унран хăвна мĕн кирлине калăплама май килмĕ. Питех ăсталас тесен ăна хавхалантарма тăрăшмалла, ытларах мухтамалла. Манăн юратнă çын - пĕртен пĕрре. Унăн çитменлĕхĕсем те пур паллах, анчах лайăх енĕ нумайрах. Вăл - ĕçмен, туртман, укçа çителĕклĕ ĕçлесе илекен, çывăх тус-тантăша, тăвансене хисеплекен, мана савакан йăрăс пÿллĕ, илемлĕ арçын. Çакна шута илсе çырма урлă кĕпер хывма тытăнатăп. Чĕрери пăр катăкне ирĕлтерме пĕрле пурнăçланă ĕç пулăшать. Юнашар тăрса ĕçлесен тарăхни те иртет - ара, малашлăхшăн тапаçланатпăр-çке! Ăнланман ыйтăва пĕрле сÿтсе явни пĕр шухăш патне хăвăртрах çитме пулăшать, - калаçрĕ те калаçрĕ кил ăшшин управçи. 
Эпĕ Николаевсем патне хăнана пынă чухне Алексей икĕ кăвакал тытса килнĕччĕ. Симĕс хĕлĕхлĕскере тасатса пĕçерчĕç.
- Аттепе иксĕмĕр килти кăвакал амисене шыва кăлартăмăр та - ирĕкрисем ишсе килчĕç. Кусене пăшалран персе тытрăмăр. Çапла пурăнатпăр, юрату кăвайтне вут хурсах тăратпăр, сÿнме памастпăр, - пĕлтерчĕ çемье пуçĕ.
Каçхи сменăна каякан мăшăрне Надя апат хатĕрлесе пачĕ. Алексей юратнă çыннине тав туса ăшшăн кулчĕ, унпа сыв пуллашрĕ. Çемье чăмăртанăранпа 11 çул иртнĕ пулин те упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне юратни, хисеплени чуп-чуп уйăхĕ чухнехиллех хĕрÿ... 

Алена ТИМКОВА ("Çамрăксен хаçачĕ").

Статья оригиналĕ: http://hypar.ru/nws/show/57/22848/index.php?id=s061413484441
Миçе çын пăхнă: 560 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024