Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Утă » 25 » ЧР Элтеперĕ М. Игнатьев — Трак енре
ЧР Элтеперĕ М. Игнатьев — Трак енре
12:54
Сăн ÿкерчĕк

Юлашки вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев тăтăшах республикăн хулисемпе районĕсене, предприятийĕсене тухса çỹрет, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашать. Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Михаил Васильевич ĕçлĕ çул çỹревпе Трак тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах М. Игнатьев ЧР ял хуçалăх, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕсемпе С. Павловпа, В. Ивановпа, республикăри конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертỹçипе А. Егоровапа, район ертỹçипе В. Григорьевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Шестаковпа Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, “Красное Сормово” ял хуçалăх предприятийĕнче, “Таябинка” Агрофирма” ОООра пулса курчĕ. Каярах вара Михаил Васильевич район администрацийĕнче иртнĕ тĕп канашлу умĕн унта хутшăнакансене çитсе курнă объектсенчи лару-тăрăва хакласа хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Вăл автоçулсем хĕррипе çум курăк ашкăрни, нумай çул ỹсекен курăксен çулнă тĕркемĕсем уйрах выртни, ялсенчи кивĕ хуралтăсем, çурт-йĕрпе обществăлла выльăх-чĕрлĕхĕн ĕлĕкхи кивĕ фермисем, акса-лартса туман лаптăксем тавралăх сăнне пăснине палăртрĕ. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕнче Красноармейски районĕн социаллă-экономикăлла аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев уçса ертсе пычĕ. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков “Районăн 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă-экономикăлла аталанăвĕн кăтартăвĕсем” темăпа тухса калаçрĕ. Унти хăш-пĕр цифрăсене илсе кăтартасшăн. Малтанах Андрей Владимирович консолидаци бюджетне йĕркелессипе, налук пухассипе, çĕрпе тухăçлă усă курассипе, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парассипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Паян районăн пĕтĕмĕш-ле çĕр лаптăкĕ 45650 гектарпа (республикăн пĕтĕ-мĕшле çĕр фончĕн 2,5 проценчĕ) танлашать. Муниципаллă харпăрлăхра 1029 çĕр участокĕ (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2415,4 гектар, районăн пĕтĕмĕшле çĕрсен лаптăкĕн 5,3 проценчĕ) шутланать, вĕсенчен яланлăхах усă курма 111 çĕр участокне (267 гектар, муниципаллă харпăрлăхри çĕрсен пĕтĕм лаптăкĕн 11 проценчĕ) панă. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне арендăна панă çĕр-сен тỹлевĕн парăмĕ 1044,3 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕ нумай ачаллă 87 çемьене çĕр участокĕсене тỹлевсĕр харпăрлăха илме учета тăратнă. 55-шне çĕр участокĕсем панă, вăл шутран 30-шне уйрăм çурт-йĕр çĕклеме, 25-шне килти хушма хуçалăха йĕркелеме. Вĕсенчен чылайăшĕ патне электроçутă, шыв, газ пырать. 2013 çулта районта 11,0 пин, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 2,8 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ ĕçе кĕртнĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăлăх 33 ача пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене лайăхлатмалли учетра тăрать. Ку çул виçĕ тăлăха хваттерпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 2683,89 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пилĕк тата ытларах ачаллă 5 çемье хваттер условийĕсене лайăхлатма учетра тăнă. Кăçал нумай ачаллă икĕ çемьене хваттерпе тивĕçтерме района 5373,2 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра районти çамрăк 184 çемьен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсем нушаллă. Лаша çулталăкĕнче çумпрограммăпа çамрăк 9 çемьене социаллă тỹлевсем пама пăхаççĕ. Район территорийĕнче нумай хваттерлĕ 219 çурт (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 91,0 пин тăваткал метр) вырнаçнă. 2013—2014 çулсенче авариллĕ 4 çуртра пурăнакан 21 çынна (264,5 тăваткал метр, пĕтĕмĕшле хак 9520,3 пин тенкĕ) хваттерпе тивĕçтерме пăхаççĕ. 2014—2015 çулсенче вара ку тĕлĕшпе хатĕрленĕ Программăна пурнăçа кĕртсе авариллĕ 6 çуртри 29 çынна çĕнĕ çуртсене куçарма палăртаççĕ. А. Шестаковăн докладне пуянлатма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, финанс министрĕ С. Енилина (Красноармейскисен çĕр тата уйрăм çынсенчен пухакан налуксене тулли виçепе илсе район бюджетне пуянлатмалли майпа туллин усă курмалла), ял хуçалăх, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕсем С. Павловпа (ăна Трак енсем кăçал çĕр улми пуссине 25 процент чакарни пăшăрхантарать) В. Иванов (шкулсене çамрăк кадрсемпе çирĕплетме сĕнет), ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан И. Антонова, республикăри конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертỹçи А. Егорова (районти нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансен хутса ăшăтмалли тапхăрччен шывпа, газпа усă курнине палăртма ятарлă приборсене вырнаçтармаллах) хутшăнчĕç. М. Игнатьев хăйĕнчен тата хăйне пăхăнса тăракансенчен çирĕп ыйтнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр: вăл тухса калаçакансене, хамăр районти предприятисемпе организацисен ертỹçисене чара-чара тĕрлĕрен ыйтусем пачĕ, хăш-пĕр чухне шỹтлесе-йĕплесе те илчĕ. Унта вăл пирĕн районти ветеринари службин ĕçченĕсене те самаях критиклерĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Миçе çын пăхнă: 941 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Пуçлăх, Элтепер, Глава Республики | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024