Чулхула облаçĕнчи Выкса районне кĕрекен Семилово ял тăрăхĕнче пысăк инкек сиксе тухнă — 34 киллĕ ялта 25 çурт çунса кĕлленнĕ. Хăрушă пушар утăн 25-мĕшĕнче, вырсарникун, алхаснă. Вырăнти МЧС пĕлтернĕ тăрăх, пĕр çын та суранланман. Кил-çуртсăр юлнă çынсене (ялта пурĕ 49 çын пурăннă) юнашарти Çĕнĕ Дмитриевкăри шкула вырнаçтарнă. Халĕ вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ. Пушар Рязань облаçĕ енчен килнĕ иккен, ун лаптăкĕ 2 пин гектара сарăлнă. Вут-çулăм хальхи вăхăтра Сноведьпе Норковка ялĕсемпе, Осиповкăпа Унор посёлокĕсем патне çывхарать. Вĕсенче пырăнакан çынсен те хăйсен килĕсене пăрахса кайма тивет пулмалла. пушарпа пурĕ 437 çын кĕрешет, вĕсене пулăшма çар службинче тăракан салтаксене те янă.
Тăвансемĕр, вут-кăвартан сыхланăр! Вăрман таврашĕнче вут-кăвайт ан чĕртĕр!
|