2009 çул пуçламăшĕнче республикăри халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли программа йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн, çак ĕçе пирĕн районти 7 ялта (пурĕ 16 çухрăм тăршшĕ) пурнăçлама пăхнă. Шел те, ку çав тери сахал, çитменнине ăна та пулин 2020 çулта кăна ĕçе кĕртме палăртнă. Çав хушăрах кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех халĕ 2—3 ялта шыв çук. Çакна шута илсе, Трак енри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ялсенчи çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ĕçе лайăхлатмашкăн манран пулăшу ыйтрĕç, "çут çанталăк газĕ кĕртессипе тимленĕскер, ку ĕçе те майлаштарма пултарĕ-ха” тесе шутларĕç пулинех. Эпĕ вара вĕсен ыйтăвне чĕре çумне илтĕм, пулăшма шухăшларăм. Чăн та, пуçлăхсен хăйсен те, район администрацийĕн строительство енĕпе ĕçлекен специалисчĕсен те шыв кĕртес ĕç вăраха кайнинче айăп пулман мар: вĕсен хуçалăхсем 30—40 çул каялла хывнă шыв пăрăхĕсем пурте тенĕ пекех юхăнса çитни пирки статистика пайне вăхăтра тата тĕрĕс сведенисем тăратмалла пулнă. Çакăнта ман йăнăш та пур тесе шутлатăп-ха эпĕ, мĕншĕн тесен манăн çамрăксене кăшт вĕрентмелле, хамăн опыта памалла пулнă. Мĕн тăвăн, иртнине каялла тавăраймăн. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тепĕр хут тĕл пулса канашланă хыççăн çак ыйтупа ЧР хула строительстви тата инфратытăм аталанăвĕн министрĕ, сумлă ытти çынсем патне кĕрсе тухрăм. Хамах 2009—2015 çулсенче районти ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли список хатĕрлерĕм. Унчченхи 7 ял вырăнне вĕсен шутне 40-е çитерес терĕмĕр. Халĕ ку ялсем валли проектсем тума пуçланă ĕнтĕ, 4-шĕ хатĕр те, çав шутран 2-шне патшалăх экспертизи витĕр кăларнă (Красноармейски тата Кăлава ялĕсем). 2010 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче республикăри промышленноçпа энергетика, çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи, финанс, хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата ытти министерствăсен представителĕсем хутшăннипе инвестици политики енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртнĕ. Унăн протоколĕнче Чăваш Ен Финанс министерствине 2011 çулта тата 2012—2013 çулсенчи тапхăрта бюджета тĕрĕслетсе çирĕплетнĕ чухне Красноармейски ялне шывпа тивĕçтермешкĕн укçа-тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Республикăри 2012 çулхи адреслă программăна ăна каллех кĕртмесĕрех хăварнă. Мĕншĕн? Калакан çук. Пирĕн тăрăхри ял çынни вара çав-çавах ĕçмелли таса шыв кĕтет. Ку ĕç татах та вăраха кайсан, Красноармейски ял территорийĕн 35 проценчĕ шывсăр тăрса юлма пултарас хăрушлăх та пур. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак йывăрлăх килсе тухмасса, ку енĕпе вĕсене пулăшасса шанаççĕ.
А.Михайлов |