Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Çĕртме » 1 » Ентеш, паллă ăсчах-композитор В. Ф. Романов çуралнăранпа 75 çул тултарнă май
Ентеш, паллă ăсчах-композитор В. Ф. Романов çуралнăранпа 75 çул тултарнă май
19:25
Сăн ÿкерчĕк
Çĕньял Упире мухтанмалли, мăнаçланмалли çынсем çук мар. Вĕсенчен пĕри — Вилорик Федорович Романов, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, композитор. Шел, халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. (Йывăр тăпри çăмăл пултăр). Йывăр чир ăна пиртен ир уйăрса кайрĕ. 
Çапах та ку материала пичетлемешкĕн кирлех пуль терĕм. Раççей историйĕн çулталăкĕ иртсе пырать. В. Ф. Романов ĕçĕ-хĕлĕ те ку датăпа тачă çыхăннă: историк пулнă-çке. Тата нумаях пулмасть вăл çуралнăранпа 75 çул тултарчĕ.
Ун çинчен сăмах хускатиччен малтанах ашшĕ çинчен каласа хăвармалла пулĕ. Хĕветĕр Çĕньял Упинче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере улттăмĕш ача пулнă, çамрăклах пĕлÿ тĕнчине туртăннă. Янкасри пуçламăш, Упири ултă çул вĕренмелли шкулсенче, Шăхасанти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Салтакра пулнă. Ленинградри 4-мĕш Туркестански стрелковăй дивизин 10-мĕш стрелковăй полкĕнчи стрелковăй ротăн пулемет взводĕнче отделени командирĕ, каярахпа взвод командирĕн помощникĕ пулнă. Служба хыççăн Ф. Р. Романов Ленинградри комсомолăн аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ку облаçри машинăпа трактор станцийĕнче ял хуçалăх производствин участокĕн начальникĕнче ĕçленĕ. 
1934—1935 çулсенче вăл — Çĕрпÿ райзовĕн колхозсенчи организаторĕ, 1935—1937 çулсенче — Çĕрпÿри ВЛКСМ райкомĕн пионерсен пайĕн заведующийĕ. 
1937—1939 çулсенче Ф. Р. Романов Мускавра вĕреннĕ, вăл — ВКП (б) Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи Я. М. Свердлов ячĕпе хисепленекен пропагандистсен аслă шкулĕн слушателĕ. 
Çулталăка яхăн ентеш — Шупашкарти "Çамрăк большевик” хаçатăн (ВЛКСМ Чăваш обкомĕн тата Шупашкар хула комитечĕн органĕ) пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ. 
1940 çулхи февральте ВКП (б) Чăваш обкомĕн решенийĕпе Романова ВКП (б) Элĕк райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме янă. 
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен ăна ВКП (б) Элĕк райкомĕн секретарьне суйланă. Вăл Чăваш педагогика институчĕн истори факультетĕнче куçăн мар (заочно) йĕркепе вĕреннĕ. 
1941 çулхи ноябрьте Федор Романович хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, çемйи — мăшăрĕ Анна, ывăлĕ Вилорик, хĕрĕ Люба — Элĕкрен Çĕньял Упине куçса килнĕ. 
Полк парторгĕ, аслă политрук пулнă Ф. Романов капитан. Белоруссири Белосток районĕнчи Курашеево ялĕ çывăхĕнчи (халĕ Польша территорине кĕрет) çапăçура 1944 çулхи июньте пуçне хунă. Ăна фронтра çар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. 
Вилорик ашшĕ вăрçа кайнă чухне пиллĕке пуснă ача пулнă. Федор Романович пĕр аллипе ывăлне, тепринпе хĕрне çĕкленĕ те: "Ах, мансăр епле çитĕнĕр-ши, çынсем пулăр-ши, ачасем”, тенĕ. Хăй вăрçăран каялла килмессине пĕлнĕ пекех каланă вăл çав сăмахсене. 
Ашшĕ вăрçа ăсансан Элĕкри кинĕпе мăнукĕсем патне Çĕньял Упири аслашшĕ çитнĕ, çемье мĕнле пурăннипе интересленнĕ. Хăрах çунат айĕнче тата тăван кĕтесрен аякра хаяр вăрçă çулĕсенче ачасене çитĕнтерме çăмăл пулман Анна Ефимовнана. 
— Атьăр хамăр пата. Пирĕн апат-çимĕç çителĕклех, ачасене валли çăвĕ те, сĕчĕ те пур, — сĕннĕ хăйĕн çывăх тăванĕсене Роман Федотович. 
Çапла çемье Çĕньял Упине, кунти хальхи клуб çумĕнчи çурта, куçса пынă. Амăшне те, ачисене те ял-йыш, тăван-хурăнташ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Аслашшĕн ялĕнчи "Мальчик” ятлă йытă та вĕсене хавас пулнă, сикнĕ, ачашланнă. Вилорикăн ачалăх çулĕсем çакăнта иртнĕ. 
1944 çулта ашшĕнчен фронтран (виличчен) çыру килнĕ. "Кăçал Вилорике шкула ярăр, вĕрентĕр, çын пултăр”, — тенĕ унта. Ун чух пуçламăш шкул Çĕньял Упирех пулнă. Вилорик унта вăрçă вăхăтĕнче икĕ çул, ун хыççăн тепĕр икĕ çул çÿренĕ. Пуçламăш шкула Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Янкасри 7 çул вĕренмелли шкула кайнă. 
Вилорик асăннă шкултан вĕренсе тухнă чухне унăн коридорĕнче пĕлтерÿсем çакăнса тăнă. Вĕсенчен пĕри, илемлĕ сăрăсемпе капăрлатнăскер, хăй патне уйрăмах илĕртнĕ. Çамрăксене Çĕрпÿри педагогика училищине пыма чĕннĕ вăл. Вилорик та унта вĕренме кĕме заявлени панă. Канмалли кунсенче пĕр майлă 20 çухрăм çуран утнă. Çире — кĕрĕк, урара — çăпата (çăпаталли училищĕре Вилориксĕр пуçне тепĕр ача анчах пулнă), алăра — ашшĕн портфелĕ... Педучилищĕре тĕрлĕ предметсене, вăл шутра музыкăна та, вĕрентнĕ. Вилорик вĕреннĕ çулсенче Çĕрпÿпе Патăрьелĕнчи педагогика училищисене пĕрлештернĕ. Училищĕне лайăх паллăсемпе пĕтернисене педагогика институтне вĕренме кĕме ирĕк панă. В. Романов Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн студенчĕ пулса тăнă, 1960 çулта кунти истори уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 
Диплом илнĕ хыççăн çамрăк историк çулталăк ытла Шупашкарти Пионерсен çуртĕнче ĕçленĕ, кунти историпе краеведени, спорт кружокĕсене ертсе пынă, çамрăк туристсемпе Атăл, республика районĕсем тăрăх çÿренĕ. Ку туртăм В. Романовăн институтра вĕреннĕ чухнех çуралнă, В. Ф. Каховский, А. П. Смирнов профессорсем ертсе пынипе студентсем кашни çуллах Патăрьел районĕнчи археологи экспедицийĕсенче пулнă, улăп тăприсене чавнă, авалхи хула-тусене (городище) тишкернĕ. 
Çакăн хыççăн пулас ученăй хăйĕн ĕçне тăрук улăштарнă. Вăл Чăваш совнархозĕ кăларакан "Промышленность Чувашии” ятлă бюллетень-журналăн выпускающийĕ пулса тăнă. Унтан профессипе техника вĕрентĕвĕн республикăри управленийĕн методика кабинетĕнче методистра, аслă методистра ĕçленĕ. Çакăнта чухне ĕнтĕ Чăваш кĕнеке издательстви вĕренекенсене воспитани парас темăпа унăн пĕрремĕш методика пособине пичетлесе кăларнă. 
Пултаруллă çамрăка комсомол обкомĕн инструкторĕ пулма илеççĕ, сектор заведующине çирĕплетеççĕ. Унтан ăна партин Шупашкар хула комитечĕн инструкторне куçарнă. 
В. Романова В. Каховский пединститутри истори кафедри çумĕнчи аспирантурăра вĕренме пĕрре кăна мар чĕннĕ. Анчах вăл Мускав университечĕн аспирантурине историпе вĕренме кĕрет, истори наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет. Çамрăк ученăй хăйĕн наука ĕçĕнче 1959—1965 çулсенче Чăваш Республикинче промышленность епле аталаннине, производствăна ертсе пырас çĕре ĕç çыннисене анлăрах явăçтармалли çул-йĕрсене тишкернĕ. Тепĕр 20 çултан, 1993 çулхи майăн 24-мĕшĕнче вăл Мускаври педагогика патшалăх университетĕнче Раççейри промышленность предприятийĕсем 1970-80 çулсенче аталанса пынин материалĕсем тăрăх истори наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Вăл историксем хушшинче промышленноçра специалистсем мĕнле вырăн йышăннине малтан тĕпчекенсенчен пĕри пулнă. Паллах, çакăнта ăна унчченхи пĕтĕм пурнăçĕ пулăшнă, совнархозра инженер-выпускающире ĕçленĕ чух предприяти директорĕсемпе, специалисчĕсемпе сахал мар курса калаçнă. Сăмах май, хамăр ентеш, Янмурçинта çуралса ÿснĕ Л. Прокопьев ун чухне электроаппаратура заводĕнче инженер-конструкторта ĕçленĕ, вăл журнал валли статьясем çырса панă. Кайран парти ĕсем хутшăннă. Материалсене уйрăм кăларăмсемпе кĕнеке пек пичетлесе кăларнă. 1997 çулта институтра истори уйрăмне уçнă. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çамрăка истори ăслăлăхне юратма вĕрентмен пулĕ вăл. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем хăй пекех ку наукăна парăннă, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ е докторĕ пулса тăнă. Вĕсем хăйсен учителĕн ĕçне малалла тăсаççĕ. 
В. Романовăн авторитечĕ чăннипех пысăк пулнă. Манăн ентешĕн 60 çулхи юбилейĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Ку 1997 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче пулнăччĕ. Юбиляра республика ертÿçисем саламларĕç. Мускавран ентешĕн çывăх тусĕ, авиаци институчĕн истори кафедрин пуçлăхĕ Виктор Сидорович Порохня килнĕ, В. Романов ку институт (МАИ) академикĕ пулнă-çке. Вăл юбиляра "Аэрокосмос аслă пĕлĕвĕ” ассоциаци çумĕнчи историксен совечĕн саламлă адресне тата хаклă парне пачĕ. 
В. Романов хăйĕн чĕри тапма чарăничченех юратнă ĕçĕнчен татăлмарĕ. Юлашки çулсенче И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Тăван çĕр-шывăн ХХ—ХХI ĕмĕрсенчи историйĕн кафедрине ертсе пычĕ. 
Вилорик Федорович музыка тĕнчине парăннă çын пулнă. 
Вăл мĕн пĕчĕкрен чăваш юрри-кĕввисене итлесе ÿснĕ. Çĕньял Упире унран 2 çул аслăрах Калистрат Орлов чăх çăмартисемпе купăс улăштарса илни, унпа тĕрлĕ çемĕсем калани унăн асĕнчен кайма пĕлмен. Çĕрпÿри педучилищĕре каччă сĕрме купăс калама вĕреннĕ, музыка теорине тишкернĕ, юрăсем кĕвĕлеме пуçланă. Хăйĕн пĕрремĕш юррине чăвашсен паллă композиторĕ, хамăр ентеш Ф. Лукин патне ярса панă. Часах, 1965 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче, вăл "Çамрăк коммунист” хаçатра (Вилорик ашшĕ вăрçăччен пĕр вăхăт шăпах çак хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ — И. П.) пичетленсе тухнă. Ку вăл М. Волкова сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ "Час-часах манпа эс тĕл пулаттăн” ятлă юрă пулнă. Училищĕре, педагогика институтĕнче В. Романов вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне çÿренĕ, кларнетпа (труба) вылянă. Çĕнĕ çул, ытти кану каçĕсенче вальс кĕввисене мĕн чухлĕ шăрантарман пулĕ. 
Унтанпа Вилорик Федорович, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, сахал мар юрă кĕвĕленĕ, чылайăшне çырса илсе радиопа янраттарнă, хаçат-журналсенче пичетленĕ. Чăваш академи драма театрĕ лартнă "Юрату кăна мар” спектакльте, акă, В. Романов кĕвĕленĕ музыка янăранă. Композитор уйрăмах В. Урташ, В. Давыдов-Анатри, Л. Мартьянова, Ю. Петров, Юхма Мишши поэтсен сăввисене кĕвве хума кăмăлланă. Удмурт писателĕсен Союзĕн членĕ В. Ванюшев çырнă сăвăсемпе те юрăсем кĕвĕленĕ. Вĕсенчен пĕрне Удмурт телевиденийĕ çырса илнĕ, "Знакомьтесь, Чебоксары” кинофильмра усă курнă. 
В. Романовран час-часах "Кĕнеке çырма та, юрă хывма та ăçтан вăхăт тупан?” тесе ыйтнă. Кун пек чух вăл çапла хурав панă: "Эпĕ яланах юрă çырап тесе çÿреместĕп. Юрă кĕвĕлесси вăл юлташ патне çыру шăрçаласси мар. Ку вăл е тĕлĕкре, е çÿренĕ чухне, тепринче вара апат çинĕ чухне те пулать. Хăш-пĕр чух сăвă вуланăçемĕнех пуçра кĕвĕ çуралать. Акă, манăн В. Давыдов-Анатрин "Каçар, анне” сăввинчен çийĕнчех мелоди çуралчĕ”. 
В. Ф. Романов мана хăй чĕрĕ чух тепĕр эпизода каласа кăтартнăччĕ: 
"Пĕр çулла университетри истори наукисен кандидачĕпе М. В. Румянцевпа Атăл леш енчи Кăкшăмра пирĕн пĕрле канмалла пулчĕ. Эпир унпа пĕрле кантăмăр çеç мар, пĕр сĕтел хушшинче ларса апатлантăмăр та. Пĕррехинче кăнтăрлахи апата кĕтĕмĕр. Яшка лартса пачĕç. Кĕтмен çĕртен пуçра мелоди янăрама пуçларĕ. 
— Михаил Васильевич, пăрах апат çиме. Клуба каятпăр, унта пианино пур, —тетĕп Румянцева. 
Клуба кайрăмăр, анчах вăл хупă иккен. Техничкăна кайса тупрĕç, клуба уçрĕç. Пианинăпа кĕвве выляма пуçларăм. Халĕ ĕнтĕ хутпа кăранташ алă айĕнче çук. Михаил Васильевич вĕсене васкаса тупса килчĕ. Эпĕ кĕввине калатăп. Çав вăхăтрах Румянцев сăввине çырчĕ:

Пахчара юрлаççĕ шăпчăксем, 
Тÿпере выляççĕ çăлтăрсем. 
Эп сана юратрăм чĕререн, 
Ыйăха çухатрăм каçсерен…

Çапла çуралчĕ пирĕн "Эп сана юратрăм” юрă (вăл "Ялав” журналăн 1984 çулхи декабрĕн 12-мĕш номерĕнче кун çути курнă). Часах ăна радиопа пама çырса илчĕç. Юрий Константинов солист юрларĕ”... 
В. Романов хăй кĕвĕленĕ "Судьба моя” юрă нотисене вырăссен паллă композиторне, Санкт-Петербургри Андрей Петрова кăтартнă. Лешĕ ăна композитор ĕçĕнче ăнăçу сунса автограф парнеленĕ. 
2008 çулта, Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт” издательствăра унăн юррисен икĕ кĕнеки тухнă. Иккĕшĕ те тĕрлĕ авторсен — Н. Рыленков, А. Семенов, А. Лукашин, Ю. Плотников, В. Урташ, В. Давыдов-Анатри, Ю. Петров, Ю. Семенов (Сементер), А. Мефодьев (Сантăр Аксар), Н. Садовникова, Т. Сергеев, Юхма Мишши, Л. Мартьянова, М. Волкова, В. Ванюшев, М. Румянцев, В. Димитриев, Г. Ирхи, И. Ивник, А. Каттай — сăввисемпе. 
Пĕрремĕшĕ "Юратнă юрăсем”. 43 юрă. 4-шĕ вырăсла, ыттисем чăвашла. "Юрă пултăр парне” 16 юрăран тăрать. 2-шĕ вырăсла, ыттисем чăвашла.Чăваш Ен, ĕçченлĕхпе тăванлăх, ентешлĕх, шкул, аслă шкул пурнăçĕ, анне сăнарĕ, юрату, тăван çут çанталăк сăнланнă ентеш-композиторăн ку юррисенче. 
В. Ф. Романовăн чĕри 2009 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче тапма чарăннă. 
Вилорик Федорович ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăнă. Хăй ÿснĕ Çĕньял Упире вăл ку ялăн уявĕнче 2002 çулта пулчĕ. Ăна унта "Çĕньял Упи ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята пачĕç, кун çинчен калакан хĕрлĕ лентăпа, парнепе чысларĕç. 
Юлашки хут вăл тăван ялĕнче кунта çуралса ÿснĕ патшалăх деятелĕ А. С. Сымокин çуралнăранпа 100 çул тултарнине уявланă чух пулчĕ. Уявра тĕп доклада турĕ, Александр Семенович çинчен чăн чăваш чĕлхипе, тĕплĕн, пурне те ăнланмалла каласа пачĕ. Кайран ку ялти ĕлĕкхи тусĕсем (Калистрат Орлов) патне çитсе курчĕ, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. 
Ытла та ир, 73 çула кайса пурнăçран уйрăлчĕ В. Ф. Романов. Анчах ăна пĕлнĕ кашни çын ун пирки паян та ырă сăмахсем калать, хăй асĕнче тытать. Виçĕм çулхи пирĕн районти ĕçпе юрă уявĕнче унăн "Çутă каç” юррине Чăваш Республикин халăх артисчĕ И. Христофоров шăрантарчĕ. Чăваш радио ирттерекен пĕлтĕрхи хит-парадра ку юрă пĕрремĕш вырăна тухса та кăтартрĕ. Ытти юррисем те унăн радиопа тăтăшах янăраççĕ.

http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=229360

Миçе çын пăхнă: 625 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024