Хальлĕхе, эпир пĕлнĕ тăрăх, республикăри нихăш ял тăрăхĕн те хăйĕн пичет органĕ çук. Апла тăк Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ ку енĕпе пĕрремĕш пулĕ.
Ака уйăхĕн юлашки кунĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕн историйĕнче çĕнĕ йĕрке çырăнчĕ: Н.Пантелеймонов пуçлăх сĕннипе ял тăрăхĕн депутачĕсем «Исаковский вестник» хаçат кăларма йышăнчĕç, унăн положенийĕпе тытăмне, редакци коллегийĕн йышне тата учредительне çирĕплетрĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пичет кăларăмĕн тăкакне пĕтĕмпех хăй çине илет. «Исаковский вестник» пичет кăларăмĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин конституцийĕсемпе, «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» ФЗ-131 номерлĕ тата Чăваш Республикин «Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» 19-мĕш номерлĕ саккунĕсемпе тата асăннă ял тăрăхĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн пичетленĕ.
Редакци коллегийĕ пичет кăларăмĕн çулталăкри планне хатĕрленĕ, тăкакĕсене çирĕплетнĕ.
- Сăмах витĕмĕпе
...
Малалла вула »