Хальлĕхе, эпир пĕлнĕ тăрăх, республикăри нихăш ял тăрăхĕн те хăйĕн пичет органĕ çук. Апла тăк Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ ку енĕпе пĕрремĕш пулĕ. Ака уйăхĕн юлашки кунĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕн историйĕнче çĕнĕ йĕрке çырăнчĕ: Н.Пантелеймонов пуçлăх сĕннипе ял тăрăхĕн депутачĕсем «Исаковский вестник» хаçат кăларма йышăнчĕç, унăн положенийĕпе тытăмне, редакци коллегийĕн йышне тата учредительне çирĕплетрĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пичет кăларăмĕн тăкакне пĕтĕмпех хăй çине илет. «Исаковский вестник» пичет кăларăмĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин конституцийĕсемпе, «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» ФЗ-131 номерлĕ тата Чăваш Республикин «Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» 19-мĕш номерлĕ саккунĕсемпе тата асăннă ял тăрăхĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн пичетленĕ. Редакци коллегийĕ пичет кăларăмĕн çулталăкри планне хатĕрленĕ, тăкакĕсене çирĕплетнĕ. - Сăмах витĕмĕпе пичет пĕлтерĕшĕ пирĕн ĕçре пысăк вăй пулнине эпир яланах туйса тăнă, - терĕ Н.Пантелеймонов пуçлăх. - Унта муниципалитет йĕркеленĕвĕн - асăннă ял тăрăхĕн - право акчĕсем, вырăнти референдум, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хушăвĕсем, пĕлтерĕвĕсем, территорири ялсен анлă пурнăçĕ, ĕç паттăрĕсем çинчен çырнă статьясем вырăн тупĕç. Кĕскен калас тăк - ял тăрăхĕн хăйне евĕр тĕкĕрĕ пулĕ. Унăн тулли электрон версийĕпе ял тăрăхĕн сайтĕнче те паллашмалла тăвасшăн. Редакци коллегийĕнче виççĕн - унăн ертÿçи, ял тăрăхĕн депутачĕ тата вырăнти влаç органĕн специалисчĕ - тăрăшĕç. Пичет кăларăмĕн пĕрремĕш номерĕ кĕçех халăх патне çитĕ. Шел, чăвашсем пурăнакан ял тăрăхĕнче тăван чĕлхепе хаçат кăларма мехел çитереймен-ши Кĕçĕн Шетмĕсем?
|